Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манар мар, асра тытар

04 июня 2011 г.

ИЮНĔН 11-мĕшĕнче, шăмат кун, масар çине кайса вилнисене асăнăпăр. Унччен вара кашниех хăйĕн тăванĕсен вил тăприйĕсене тирпейлет, çум курăкран тасатать, хĕрессене сăрлать. Çапла, çулталăкра пĕр хутчен тасататпăр та пурăнатпăр тепĕр çулччен лăпланса.

Масар çинчи хĕрессем çинчи сăн ÿкерчĕксене сăнатăн та, куç умне çав çынсен ĕçĕ-хĕлĕ тухса тăрать, хăлхана вĕсен сасси илтĕннĕн туйăнать. Пурăннă çулĕсене шутласа пăхатăн та, нумайăшĕ çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнине чухлатăн. Хăшĕ-пĕри ытла та çамрăкла куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă, сăн ÿкерчĕкĕсем кăна вĕсем темиçе çул каялла çĕр çинче пурăннине ĕнентерсе тăраççĕ.

Çакă та шухăша ярать: хĕрессем çумĕпе утнă май кунта Миккалай тетене, Анна аппана, кукамая, асаттене т.ыт. пытарнине тавçăратăн. Хăшĕ-пĕрин çинчен вара нимĕнех те пĕлместĕн. Чухлатăн-ха вăл çак ялта çуралса ÿснине, пурăннине. Тепĕр чухне ватăсем, хĕрес умĕнче чарăнса тăрса пуçа ватнине курса, ку çав çын пулнă, çав вырăнта пурăннă, çурт-йĕрĕ туснă пулсан, ун вырăнĕнче халĕ камсем тĕпленнине ăнлантарса параççĕ. Ватăсем пĕлтернĕ тăрăх, хăшĕ-пĕринпе тăван-хурăнташлă та иккен. Ачисем тĕнчене тухса кайнăран хутшăнусем татăлнă, тăванлăх туйăмĕ сĕвĕрĕлнĕ. Çывăх тăвансемех пĕр-пĕринчен ютшăнса, уйрăлса кайни вара чăнахах та тĕлĕнтерет. Пĕр тымартан, йăхран тухнисем, ĕмĕрсем иртсе пынă май, пайланса пырса урăх ратнесене куçнă, тăванлăх шăнăрне татнă. Ахальтен тĕпчевçĕсем пĕр ялта пурăнакан çынсем пурте пĕр-пĕринпе тăван-хурăнташлă тесе палăртмаççĕ пулĕ çав. Çын пурăннă тапхăрсене сыпăкăн-сыпăкăн тăвансене палăртса пырсан чăнахах пĕр ялта пурăнакансем хушшинче йăх-несĕл çиппи тăсăлнине ăнкаратăн. Апла пулсан, çĕр çинче пурăнаканăн çынсем хушшинчи тăванлăха татмалла мар, килĕштерсе пурăнмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика