04 июня 2011 г.
ЯЛТА çуркуннепе кĕркунне – хĕрÿ ĕçсен вăхăчĕ. Çулла, выльăх çими хатĕрленĕ чухне те ларса канаймастăн. Çак хĕрÿ ĕçсене чылайăшĕ кÿршĕ-аршăпа пĕрле тăвать. Ку вăл – пысăк çăмăллăх. Йышпа ĕç те ÿсĕмлĕ, ывăннине те питех туймастăн.
Акă Çĕнĕ Тăрăн ялĕнче пурăнакан йăмăкăн кÿршисене "ылтăн çынсем" тесе хаклас килет. Хуть те мĕнле ĕçе те вĕсем ушкăнпа тăваççĕ. Утă-улăм тиесе килнĕ-и, вутă татса хатĕрлемелле-и, çĕр улми лартмалла е кăлармалла-и – пулăшу çитсе те тăрать.
Халĕ йăмăкăн сывлăхĕ япăхрах, ăна куллен пулăшмалла. Йăмăк яланах çапла калать: "Эпĕ çакăн пек ырă кÿршĕсем хушшинче пурăннăшăн хама çав тери телейлĕ туятăп. Хам вĕсене нимпе те пулăшаймастăп пулсан та, кÿршĕсем ватă çынна пулăшма яланах хапăл. Тавах Романовсене, Гавриловсене, Андреевсене, çирĕп сывлăхлă, вăрăм ĕмĕрлĕ пулччĕр".
Ялта вăрçă çулĕсенче, йывăр вăхăтсенче те кÿршĕ пулăшăвĕ хаклă пулнă. Пĕр-пĕринчен тăвар, краççын кивçен ыйтма пынă. Халĕ, самани урăхла пулин те, кÿршĕ хакĕ чакман. Пĕр çыравçă çапла каланăччĕ: "Кÿршĕ вăл – пирĕн кил-çурт çăра уççийĕ".
Чăнах та çапла вĕт-ха. Аякка кайсан та кил-çурта кÿрше шанса хăваратпăр. Яланах çапла пуласчĕ, кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнасчĕ.