04 июня 2011 г.
ЯРĂСЛАВРИ Романовсен çемйи ĕçченлĕхпе, харсăрлăхпа тата ăсталăхпа палăрса тăрать. Владимир Ивановичпа Светлана Михайловна хăйсен ывăлĕсене те пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса ÿстереççĕ. Вĕсен аслă ывăлĕ Ваня тăххăрмĕш класра, Алеша – улттăмĕшĕнче, Игорь виççĕмĕш класра вĕренеççĕ. Виççĕшĕ те шкулта ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, вĕренÿре те, тĕрлĕ мероприятисенче те маттур. Килĕнче ватă асламăшне – 83 çула çитнĕ Ольга Антоновнана та пулăшаççĕ. Улька аппа мăнукĕсене мухтаса та пĕтереймест. Çакă мар-и-ха ĕнтĕ ватă çын телейĕ;
Романовсем картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Вĕсен хуçалăхĕнче ĕнепе пушмак пăру (вĕсем çак кунсенче пăруламалла) пур. Кусемсĕр пуçне виçĕ сысна амипе пĕр сысна аçи тытаççĕ. Сысна амисене пĕрре çăвăрлаттарса çурисене сутса пĕтернĕ те ĕнтĕ. Халĕ тепĕр хут чуптарнă.
Ачисем кроликсене юратнипе, çичĕ ама усраççĕ. Вĕсене пĕр тăвансем шкула кайиччен те, шкултан таврăнсан та юратса пăхаççĕ.
Çавăн пекех Романовсем йышлă чăх-чĕп, хур-кăвакал усраççĕ. Туслă çемье сĕт-турăх, аш-какай ытлă-çитлĕ туса илет, хăйсенчен ытлашшине сутса укçа тăвать.
Паллах, йышлă выльăх-чĕрлĕх валли апачĕ те нумай кирлĕ. Романовсем хăйсен пахчинче çĕр улмипе пĕрле выльăх чĕкĕнтĕрĕ те çитĕнтереççĕ, утă-улăма аяккинчен туянаççĕ.
Килти хуçалăхĕнче нумай çул хушши лаша тытатчĕç, халĕ, бортлă УАЗ автомашина туяннă хыççăн, лашине сутса ячĕç. Пахчинче тĕрлĕрен пахча çимĕç, улма-çырла çитĕнтереççĕ. Вĕсен нÿхрепĕнче вун-вун банка консервланă пахча çимĕçпе варени упранать.
Светлана Михайловна - алă ăсти, вĕсен килне кĕрсен чечеклĕ сад пахчине çакланнă пекех туятăн. Хĕреслесе тĕрленĕ кавирсем, сĕтел çиттисем, вырăн çине витмелли покрывалăсем, минтер пичĕсем чăн-чăн выставкăри пекех ытарма çук илемлĕ. Çак хĕвеллĕ çурт ăш-чикĕ йăлтах тĕрĕ-эреш ытамĕнче.
С.М. Романован ал ĕç япалисене смотр-отчет каçĕнче те кăтартрĕç, вĕсене куракансем чунтан мухтарĕç.
Романовсем ĕмĕрĕпех ялта сумлă çемье шутланнă. Владимир Ивановичăн ашшĕпе амăшĕ те ялта хисеплĕ çынсем пулнă. Шел, Иван Федорович çĕре кĕчĕ ĕнтĕ, мăшăрĕ – пилĕк ача амăшĕ Ольга Антоновна – пурăнать-ха. Çамрăксене ăс парать, кил-çурта тытса пыма вĕрентет.
Ольга Антоновнан вăталăх ывăлĕ те хăйсенчен инçех мар пурăнать. Никандр Ивановичпа Татьяна Александровна Романовсем те йышлă выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. Вĕсен картишĕнче лаша (ăна çулленех хăмлаттараççĕ), тиха, ĕнепе пăру пур. Сысна ами çак кунсенче çăвăрламалла.
Икĕ кролик ами йышлă çурисемпе картишне пуянлатаççĕ. Чăх-чĕп, хурт-кăвакал ĕçчен çемьене савăнăç парнелеççĕ.
Килти хуçалăхри ĕçсене тума МТЗ–52 трактор пур, икĕ пахча акса тăраççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене çу каçа 2-3 хут çулса паха утă хатĕрлеççĕ. Выльăх чĕкĕнтĕрĕ те нумай çитĕнтереççĕ.
Кил хуçи – Никандр Иванович – Шăмăршăри газ участокĕнче вăй хурать, Татьяна Александровна уй-хир бригадинче ĕçлет.
Татьяна Александровна – ал ĕç ăсти, çыхма, тĕрлеме юратать.
Икĕ ывăлĕ те салтакра пулнă, кĕçĕн хĕрĕ, Светлана, шкулта саккăрмĕш класра вĕренет. Ачисем те ашшĕ-амăшне пулăшаççĕ.
Туслă çемьере яланах килĕшÿпе юрату хуçаланать. Тăвансем пĕр-пĕрне пулăшни, кÿршĕ-аршăна хисеплени ял-йышра ырă тĕслĕх пулса тăрать.