04 июня 2011 г.
ЯЛТА ытлă-çитлĕ пурăнас тесен ÿркенсе, ĕçрен хăраса тăмалла мар. Ял пурнăçĕ алă усса ларнине юратмасть. Çакна Виçпÿрт Шăмăршăра пурăнакан Поляковсем питĕ лайăх ăнланаççĕ. Вĕсем лашапа тиха, ĕнепе пăру, çăвăрлакан виçĕ сысна, вăтăр ытла сысна çури, сурăхсем, чăх-чĕппе хур-кăвакал усраççĕ. Йышлă выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке тăрантарса пурăнма Бориспа Люба 5 гектара яхăн çĕр çинче нумай çул ÿсекен курăк, çĕр улми, чĕкĕнтĕр, ытти пахча çимĕç туса илеççĕ. Кашни куна хĕрÿ ĕçре ирттереççĕ вĕсем.
Хăтлă пÿрт умĕнчи пахчара кил хуçи арăмĕ Люба тĕрлĕрен чечек ÿстерет, урам илемне кÿрет. Кил-çурт таврашĕнчи тирпей-илем çинчен те манмаççĕ Поляковсем.