Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш космонавт – Цыган...

04 июня 2011 г.

1957 ÇУЛХИ июль уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине 4 сехетре Капустин Яр полигонĕнчен советсен чĕр чунлă пирвайхи ракети уçлăха вĕçсе кайнă. Чĕрĕ чунсем пурте пĕлекен Белкăпа Стрелка мар, Дезикпа Цыган йытăсем пулнă.

Йытăсене Мускаври картишсенче тупнă. Ун чух ăратсăр йытăсем стреса лайăхрах тÿссе иртереççĕ тесе шутланă. Кандидатсене çирĕп параметрсемпе суйласа илнĕ: 6 килограмран ытла мар, 35 сантиметртан çÿллĕ мар. Пирвайхи космонавтсене авиаци медицинин институтĕнче питĕ вăрттăн хатĕрленĕ.

Малтанхи тĕрĕслевсем валли ятарлă кабина тунă. Дезикпа Цыгана вĕçев умĕн ятарлă çÿлĕксем çине çыхса хунă. Çÿлте кинокамера çакăнса тăнă, вăл космонавтсене ÿкернĕ.

Совет йыттисен пĕрремĕш вĕçевĕ 15 минута тăсăлнă, вĕсен 101 километр çÿллĕшне çĕкленме май килнĕ. Космонавтсем сывлăшра сиен тÿсмен. Çĕр çине анса ларнă самантра Дезике нимĕн те пулман, Цыган вара хырăмне кăштах амантанă. Космос пионерĕсене чап лекмен. Иккĕмĕш тĕрĕслев вĕçевĕ вăхăтĕнче парашют уçăлманран Дезик вилнĕ. Цыгана çакăн хыççăн истори валли упраса хăварма йышăннă. Космонавт йытă патшалăх комиссийĕн председателĕн Благонравов академикăн килĕнче мĕн виличчен пурăннă. 1957 çулхи июль уйăхĕнчен пуçласа 1962 çулхи сентябрь уйăхĕччен йытăсен тата 29 вĕçевĕ пулнă. 18 тĕслĕхре вĕçев инкекпе вĕçленнĕ. 1957 çулхи ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче орбитăна лăпкă та ачаш Лайкăна ăсатнă. ТАСС официаллă майпа çапла пĕлтернĕ: уçлăха геофизика аппаратуриллĕ тата чĕрĕ чунлă иккĕмĕш искусственнăй спутника вĕçтерсе янă. Тепĕр кунне космонавт ятне те пĕлтернĕ, хаçатсенче унăн сăн ÿкерчĕкне пичетленĕ.

Лайка орбитăра 4 сехетрен ытла пурăнайманни пирки никамах та пĕлмен. Сывлаймасăр, ытла та вĕри пулнипе йытă чăнласах та вилнĕ. Хаçатсемпе радио вара темиçе кун вăл хăйне мĕнле туйни пирки пĕлтерсе тăнă. Вилнĕ Лайка спутникĕ темиçе уйăх Çĕр çийĕн вĕçнĕ, 1958 çулхи апрель уйăхĕнче атмосферăра çунса кайнă.

1960 çулхи август уйăхĕн 20-мĕшĕнче каярах тĕнчипе палăрнă Белкăпа Стрелка орбитăна вĕçсе каялла таврăннă. Йытăсем чăннипех чап çĕнсе илнĕ, вĕсене пурте юратнă. Стрелка вĕçев хыççăн икĕ хут та çăвăрланă. Унăн кашни çурине шута илнĕ, вĕсем пурте сывă пулнă. Пĕрне 1961 çулта Хрущев Жаклин Кеннедие парнеленĕ. Çакăн хыççăнхи стартсем ăнăçсăр пулнă. 1960 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче Пчелкăпа Мушка çĕр çине таврăнайман. Жемчужина тата Жулька йытăсем вĕçнĕ аппарат çĕр çине ăнăçсăр анса ларнăран йытăсем апатсăр тата шывсăр аптăранă. 1961 çулхи март уйăхĕн 9-мĕшĕнче вĕçтерсе янă Чернушка тата март уйăхĕн 25-мĕшĕнче вĕçсе кайнă Звездочка – космосра пулса курнă хыççăн çĕр çине чĕрĕ-сывă таврăннă юлашки йытăсем. 18 кун иртсен тĕнче Юрий Гагарин пирки пĕлнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика