Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кашни скульптура маншăн чĕрĕ...»

04 июня 2011 г.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премийĕн лауреачĕ, Америкăри автобиографи обществин "Тĕнче ирĕклĕхĕшĕн" медалĕн кавалерĕ Федор Иванович Мадуров ячĕпе-сумĕпе халăхăмăрăн чи пултаруллă çыннисен ылтăн кĕрекинче лармалли çын. Федор Ивановичпа тĕл пулсан эпĕ ăна темиçе ыйту пама хăйрăм.

– Эпĕ – вăрманлă Шăмăршă тăрăхĕнчен – терĕ Ф.И. Мадуров. - 1942 çулта Баскак поселокĕнче çуралнă. Аттепе анне – Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрекен Чăваш Çĕпрел ялĕнчен.

Пурнăç çулĕ ĕмĕрĕм тăрăшшĕпех тăван Чăваш Енпе çыхăнчĕ, Шăмăршă тăрăхĕн асамлă вăй-хăвачĕ манăн чуна-юна кĕрсе вырнаçрĕ тесен те йăнăшмăп.

– Федор Иванович, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, Эсир Чăваш педагогика институчĕн виççĕмĕш курсĕнче вĕреннĕ чухнех чапа тухнă...

– Чап тесех калассăм килмест, анчах манăн йывăçран касса ăсталанă икĕ скульптура композицине – "Сын пролетает" тата "Последние известия" ĕçсене – Пĕтĕм Раççейри Художество лотерейин фончĕ валли туянчĕç. Диплом ĕçне – "Люди моей деревни" ятпа ăсталанă линогравюрăсен ушкăнне – СССР Вĕрентÿ министерствин фончĕ валли илчĕç. Çак çитĕнÿсем мана çав тери хавхалантарчĕç, вăй-хăват хушрĕç.

– Эсир комсомол путевкипе Байкал-Амур магистральне тума та хутшăннă иккен...

– Çапла, 1974 çулта çĕр-шыври чи лайăх 30 çамрăк художник йышĕпе Байкал-Амур магистральне тухса кайрăмăр. Манăн "Начало БАМа" серие 1975 çулта Ленинград хулинче иртнĕ Пĕтĕм Союзри ÿкерчĕксен выставкинче кăтартрĕç, унта вĕсене РСФСР культура министерстви туянчĕ. Çав çулах Патшалăхăн вырăс музейĕ "Жизнь индхозницы" ĕçе упрама илчĕ.

1976-1981 çулсенче эпĕ пилĕк метр тăрăшшĕ хыр пĕренесенчен 18 фигура касса ăсталарăм, "Время и жизнь" ярăмри скульптурăсене Шупашкар-Ульяновск автоçул хĕррине, Шăмăршăран виçĕ çухрăмра вырнаçтартăмăр.

1980 çулта нумай фигурăллă "Заговор" композицие Патшалăхăн Третьяков галерейи туянса упрама илчĕ.

– Сирĕн мĕн пур ĕçĕре асăнса тухма та çăмăл мар: кашни çулах мĕн те пулин ăсталанă, мĕнле те пулин сумлă ĕçпе Чăваш Ен чапне çĕкленĕ...

– Хăшне-пĕрне асăнмаллах пулĕ: "Ильинский" санатори территорине вырнаçтарнă çичĕ фигурăллă "Хоровод" композици (1981-1984 çулсем), "Сюктерка" кану базинчи "Ворота солнца" композици, чăваш халăхĕ хăйĕн ирĕкĕпе Вырăс патшалăхне кĕнине халалланă монументлă "Конница" композици (1984-1988 çулсем, юман, металл), "Заговор", "Ожидание", "Аçа-Ама", "Творец", "Карчăк", "Кузнец", "Семья", "Чаепитие", "Булгар", "Пÿлĕх", "Аçтаха"...

Йывăçран та, бронзăран та, алюминирен те, чулран та, гипсран та ăсталанă.

Тĕрĕсех калатăр: ĕмĕр тăршшĕпе пĕр кун та ахаль ларман, халĕ те ним тумасăр лармастăп. Кашни скульптура маншăн чĕрĕ пекех: вĕсемпе калаçатăп, чуна лăплантаратăп. Юратмасăр пĕр ĕçе те пуçăнман, пĕр ĕçе те укçашăн çеç туман. Тăван чăваш халăхĕ умĕнче манăн совĕçĕм таса.

Килес çул çитмĕл тултаратăп. Çапах та ватлăх пирки шутлассăм килмест. Мастерскойра пуçланă ĕçсем нумай-ха, пуçра та çĕнĕ ĕмĕт-шухăш чылай. Баскакра тăтăш пулма тăрăшатăп: ачалăхри вăрман уçланкине çитсе кăмпа-çырла тататăп, шăнкăр-шăнкăр шывлă çăл куç шывне ĕçсе киленетĕп, çырмара вăлтапа е алăпа пулă тытса шÿрпе пĕçерсе çиетĕп. ..

"Салам, Шăмăршăсем!" – тетĕп ентешсене Шупашкар урамĕсенче тĕл пулсан. Илпек пек, тăван район çитĕнĕвĕсемшĕн чунтан савăнатăп. .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика