08 июня 2011 г.
МĔН каласан та, экономикăна тĕреклетес тесен хуçалăхсен выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстермеллех. Уйрăмах сĕт туса илесси çине тимлĕ пăхмалла. Сĕт вăл – куллен кĕрекен укçа, урăх нихăш отрасль те паян сĕт чухлĕ тупăш кÿреймест.
Çакна "Исток" ООО ертÿçисем лайăх ăнланаççĕ. Кăçал вĕсем Ярăславри кивĕ витесене тĕпрен çĕнетсе, хушма пÿлĕмсем туса хальхи ыйтусене тивĕçтерекен сĕт-çу ферми тума тĕллев лартнă. Çак ĕçе пурнăçлама патшалăхран сакăр çуллăха 17 миллион тенкĕ кредит илнĕ.
Фермăра 300 пуç ĕне усрама палăртнă. Кунта çĕнĕ йышши технологи оборудованийĕ вырнаçтарни производствăра пулакан тăкаксене чакарма, продукци пахалăхне ÿстерме май парĕ. Объектри ĕçсене хĕле кĕриччен вĕçлеме шутлаççĕ.
Хуçалăх ертÿçисем Беларусь Республикинчен 100 пуç ăратлă пушмак пăру туянма килĕшÿ тунă. Çамрăк выльăхсене çывăх вăхăтра Беларусь Республикинче иртекен ял-хуçалăх выставкинче суйласа илĕç.