08 июня 2011 г.
ИЮНĔН 1-4-мĕшĕсенче Ульяновск облаçĕнче Чăваш Республикин Культура кунĕсем иртнĕ. Эрне вĕçĕнче – июнĕн 4-мĕшĕнче – Ульяновскри Ленин площачĕнче Пĕтĕм Раççейри чăвашсен Акатуйĕ пулнă. Уява Чăваш Республикинчен, Пушкăрстанпа Тутарстанран, Тюмень, Оренбург, Самар облаçĕсенчен, çавăн пекех Эстонирен, Казахстанран, Белоруçран, Америкăран 85 пултарулăх коллективĕ килсе çитнĕ.
Акатуя чаплă лару-тăрура уçнă çĕре Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев хутшăннă. Чăваш Ен Президенчĕпе тата Ульяновск облаçĕн губернаторĕпе С. Морозовпа ĕçлĕ тĕл пулу иртнĕ.