08 июня 2011 г.
Ĕçчен çемье – ялта хисепре
ЯЛ ÇЫННИ ачаранах ĕç çумне çыпăçать. Çитĕнсе çитнĕ çĕре вăл тĕрлĕ ĕç тума вĕренсе çитет. Арçынсем алăран пуртă, мăлатук ямаççĕ, хĕрарăмсем ал ĕç тума, çĕвĕ çĕлеме, апат-çимĕç хатĕрлеме ăста.
Карапай Шăмăршăра пурăнакан Петрпа Юлия Михайловсен ачалăхĕ те хĕрÿ ĕçре иртнĕ. Вăрçă çулĕсенче вĕсем савăнса-кулса, чупса-выляса та юлайман. 11-12 çулти ачасен аслисемпе пĕр тан ĕçлеме тивнĕ. Пĕчĕкренех вĕсем çăкăр хакне пĕлсе ÿснĕ. Хĕрпе каччă шутне кĕрсен çамрăксем хушшинче юрату кĕперĕ хывăннă. Петя салтака кайса килсен илемлĕ те ĕçчен хĕре Юльăна хăйĕн мăшăрĕ тунă. Çĕнĕ çемье пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнма пуçлать, ача-пăчаллă пулать.
Çемье пуçĕ Петр Прокопьевич Киров ячĕпе хисепленекен колхозра механизаторта вăй хунă, каярахпа хуçалăхри платниксен бригадинче те тăрăшнă. Юлия Александровна вара ялти çыхăну уйрăмне почтальонкăна вырнаçать. 34 çул хушши унăн хул пуççийĕ çинче сумка çакăнса çÿрет. Вăл килĕрен киле савăнăç валеçет.
Кашни кун Михайловсемшĕн хĕрÿ ĕçре иртнĕ. Хăйсен тĕпренчĕкĕсене те вĕсем ĕçе хăнăхтарнă, ырра вĕрентнĕ. Юлия Александровнăпа Петр Прокопьевич 60 çул пĕрле пурăннине паллă турĕç. Пĕрне-пĕри ăнланса, хисеплесе пурăнни вĕсен кун-çулне тикĕссĕн чуптарать.
Ю.Михайлова ĕçне халĕ вĕсен кинĕ Алиса малалла тăсать. Вăл та почтальонка ĕçне чунтан юратса пурнăçлать.
Ĕçчен те тарават çемье ял-йышра хисепре. Михайловсем, тивĕçлĕ канура пулсан та, выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, пахча çимĕç çитĕнтереççĕ, пурнăçа савăнса, ĕçлесе ирттереççĕ.