08 июня 2011 г.
ÇИТЕС вырсарни кун Шăмăршă вăрманĕнче Акатуй кĕрлĕ, районта пурăнакан туслă халăхсен çыннисем юрласа-ташласа, спорт ăмăртăвĕсенче тупăшса савăнĕç. Мĕнлерех кăмăл-туйăмпа кĕтсе илеççĕ-ха хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем Акатуя;
З.ПАДЮКОВА,
Карапай Шăмăршăри Культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕн ертÿçи:
– Çулленхи пекех, кăçалхи Акатуя та пысăк йышпа хутшăнатпăр. Пирĕн "Шăнкăрав" фольклор коллективĕ "Утă çулни", С.Фролова ертсе пыракан хор "Хурлăхан", хĕрарăмсен ансамблĕ "Речка вечерняя", И.Яковлева, Н.Медведева тата В.Медведева "В чистом небе", Н.Полякова "Течет ручей" юрăсене шăрантарĕç, ташăçăсен ансамблĕ чăваш ташшипе халăха савăнăç парнелĕ.
З.САВЕЛЬЕВ,
Кивĕ Чукалти Культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕн ертÿçи:
– Пирĕн хор "Тăван уй-хир" юрра, хĕрарăмсен ансамблĕ "Ах, маншăн çеç пуль", "Мĕнле чĕнтĕн, тăван, мĕнле чĕнтĕн", "Пилеш" фольклор коллективĕ "Эх, ах, ух, ах" юрăсене юрлĕç. З.Карзанова, Н.Лубошнова, Л.Савельева «Пурнăç урапи чÿхенет», Н.Захарова, И. Малеева тата Т. Малеева "Алешенька" юрăсене чăн-чăн артистсенчен кая мар шăрантарасса шанатăп.
Сирине НЕВМЕТОВА,
Палтиелĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕн солистки:
– Эпĕ тутар халăхĕн "Кышка чие" юррине юрлатăп. Долговсен çемье ансамблĕ "Чун-чĕререн савăнар", хĕрарăмсен "Çăлкуç" ансамблĕ "Аса илÿсем", Татьянăпа Николай Долговсем дуэтпа "Букет роз" юрăсемпе Акатуй программине илемлетĕç.
Пĕлтĕрхи Акатуйра та эпир çынсене хамăрăн пултарулăхпа тĕлĕнтернĕччĕ.
А.КУЗЬМИН,
Пуянкасси ял
поселенийĕн пуçлăхĕ:
– Ялти артистсем Акатуя тăрăшсах хатĕрленчĕç. Хĕрарăмсен ансамблĕ "Деревенька", Виçпÿрт Шăмăршăри арçынсен ансамблĕ "Хусахсен юрри", Т.Андреевапа О.Тимофеева "Ай-хай улма йывăççи", Е.Муравьева "Юратрăм, çухатрăм" юрăсемпе савăнтарĕç. Н.Федотовапа Г.Афанасьева "Кумасем" сценкăпа, Виçпÿрт Шăмăршăри фольклор коллективĕ чăваш халăхĕн юрри-ташшипе Акатуя килнĕ çынсен кăмăлĕсене çĕклĕç.