Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Акатуй вăл – савăк юрă...

15 июня 2011 г.

АКАТУЙ! Халăхăмăр мĕн авалтан çурхи ака-суха ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн ирттерет çак чаплă уява. Акатуйра ĕç паттăрĕсене чыслаççĕ, пăхаттирсем кĕрешсе вăй виçеççĕ, çил çунат пек ыткăнакан урхамахсем уява илем кÿреççĕ. Юрă-ташăсăр мĕнле Акатуй пултăр тата; Таврари чи чаплă юрăçсемпе ташăçăсем ир пуçласа кăнтăрла сулăниччен хăйсен пултарулăхĕпе савăнтараççĕ.

Кăçалхи Акатуй тепĕр пысăк уявпа – Раççей кунĕпе тÿрĕ килни унăн пĕлтерĕшне тата та ÿстерчĕ. Пĕр тăвансем пек туслăн килĕштерсе пурăнакан чăвашсем, тутарсем, вырăссем, ирçесем уявра чунтан савăнчĕç, çак халăхсем хушшинчи туслăх тата та çирĕпленчĕ.

Вăрман уçланкине йăмраллă чăваш ялĕ куçса ларнă тейĕн: кашни ял поселенийĕ кунта хăна çурчĕ туса лартнă, ялти чи маттур ăстасем ал ĕç япалисене Акатуй халăхне кăтартма илсе килнĕ. Кивĕ Чукал, Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел, Анат Чаткас ял поселенийĕсен хăна çурчĕсене, ал ăстисен ытарма çук илемлĕ ĕçĕсене уйрăмах ырлас килет. Шăмăршăри Ю.Дудкин, Çĕнĕ Шăмăршăри П.Гурьянов, Кивĕ Чукалти Ю. Карзанов, Анат Чаткасри Г.Зыкова, Чукалти Н.Ильичева, Патирекри С.Лысова тата ытти ăстаçăсем пирĕн районта талантсем нумай пурăннине тепĕр хут яр-уççăн çирĕплетсе пачĕç.

ВУНĂ СЕХЕТ. Акă Акатуя чаплă лару-тăрура уçмалли вăхăт та çитрĕ. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Гимнĕ чун-чĕрене хумхантарса янăрать. Акатуй ялавне районти хисеплĕ çынсем – кăçалхи çур аки паттăрĕ, "Мир" ЗАО тракторисчĕ Мерван Фахрутдинов, Карапай Шăмăршă ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Денисов, Кивĕ Чукалти Культура çурчĕ çумĕнчи илемлĕ пултарулăх коллективĕн ертÿçи Захар Савельев тата кире пуканĕ йăтас тĕлĕшпе Тĕнче чемпионĕ Владимир Шуряков çĕклерĕç.

Акатуя килнисене тата хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев ăшшăн саламларĕ, çурхи ака-суха ĕçĕсенче тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте уйрăмах палăрнисене чĕререн тав турĕ. Валерий Петрович район экономикипе социаллă аталанăвĕнчи çитĕнÿсене тулли кăмăлпа асăнчĕ, çак ÿсĕмсене ĕçчен те мухтавлă Шăмăршă районĕн çыннисем хăйсен ылтăн аллисемпе тунине палăртрĕ.

Хаклă хăнасем – Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертÿçи С.П. Димитриев тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн аппарачĕн ертÿçи, Шупашкарта пурăнакан Шăмăршăсен "Хĕрлĕ вăрман" ентешлĕхĕн председателĕ А.И. Ухтияров – хăйсен сăмахĕнче район çитĕнĕвĕсене пысăка хурса хакларĕç, ял ĕçченĕсене чĕререн тухакан тав сăмахĕсене каларĕç.

Ĕçре малта пыракансене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн, Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе наградăланă. А.И. Ухтияров ентешлĕх ячĕпе В.А. Рябова, Е.И. Муравьевана, С.С. Хамдеевана, Ф.П. Кузнецована, Н.И. Моисеева Тав çырăвĕпе тата хаклă парнепе чысларĕ.

Район администрацийĕн Хисеп грамотипе укçан преми илнисем хушшинче – вун-вун ĕç паттăрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев кашнин аллине хыттăн чăмăртаса, пуç тайса тав турĕ.

Уявăн официаллă пайĕ вĕçленнĕ хыççăн сценăна Раççей Космонавтикин çулне халалланă фестиваль лауреачĕсем йышăнчĕç. Юрă хыççăн юрă янăрарĕ, чăваш, тутар, вырăс, ирçе халăх ташшисем те Акатуй халăхне хыттăн алă çуптарчĕç.

Ял поселенийĕсен хăна çурчĕсем умĕнче вăйă картисем çаврăнчĕç, чуна илĕртсе Çимĕк вăййин юрри янăрарĕ. Çакă та савăнтарать: вăйă картинче ваттисемпе пĕрлех çамрăксене те куртăмăр, чăваш тумĕ вĕсене çав тери килĕшет иккен.

Акатуй уçланкинче суту-илÿ ярмăркки ĕçлерĕ, сутуçăсем çĕр-çĕр тĕрлĕ тавар сĕнчĕç. Апат-çимĕç енчен те тулăх ярмăркка, ĕçмелли-çимелли тем чухлех.

Тĕрлĕрен атракционсемпе вăйăсем те ача-пăчана илĕртрĕç, куракансене савăк кулă парнелерĕç.

Вăрманта ытти культурăллă мероприятисемпе спорт ăмăртăвĕсем пынă вăхăтра ипподромра лаша спортне юратакансем урхамахсене старт парасса чăтăмсăррăн кĕтрĕç. Ăмăртусене хутшăнас кăмăллисем кăçал та йышлă, çакăнтанах кĕрешÿ питĕ çивĕч пуласси малтанах паллă пулчĕ.

Акатуя спортсменсем Ульяновск облаçĕнчен, Тутар Республикинчен, Шупашкартан тата Патăрьелпе Муркаш районĕсенчен килсе çитнĕ. Хамăр районти ялсенчен пынă юлан утçăсем те самаях.

Йăлана кĕнĕ тăрăх, старта чи малтанах кÿме кÿлнĕ урхамахсем тухрĕç. Ку тупăшура куракансем Акатуй чемпионĕн ятне пĕрре кăна мар çĕнсе илнĕ И.Матвеев (Шăмăршă) çĕнтерессе пĕрре те иккĕленмерĕç. Ку чăнахах та çапла пулчĕ: Игорь тытса пыракан Капля финала тухма пултарчĕ, унта та ыттисене кая хăварчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнта – А.Каргинăн (Патăрьел) Пафосĕ тата В.Красновăн (Шупашкар) Хазарĕ.

Тĕп финала лекейменнисем валли жюри хавхалантару старчĕ йĕркелеме йышăнчĕ. Çак чупу та çивĕч кĕрешÿре иртрĕ, хальхинче Л.Кошкин (Патăрьел), П.Сидоров (Чĕмпĕр), К.Невметов (Патăрьел) тытса пыракан урхамахсем палăрчĕç.

Кÿме кÿлнĕ урхамахсен ăмăртăвĕ районта юлашки çулсенче çеç аталанса, вăй илсе пырать пулсан, юлан утçăсен тупăшăвĕ ĕмĕртен пыракан йăла. Çакна хамăрăн ентеш, Чăваш халăх писателĕ Илпек Микулайĕ "Хура çăкăр" романĕнче те питĕ анлăн сăнласа, каласа панă. Кăçалхи ăмăртура Шăмăршăри В.Козловăн Самсунĕ, Кивĕ Шăмăршăри Г.Ельцовăн Надежди, Патăрьелĕнчи О.Сурнаевăн Казбекĕ хăйсен хуçисене малтанхи виçĕ вырăна пайлама пулăшрĕç.

Стартсем хушшинчи пушă вăхăтра тата ăмăртусем вĕçленнĕ хыççăн та куракансене Шупашкартан килнĕ эстрада юрăçисем илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Çынсем кашни юрă хыççăнах Татьяна Хĕвел юрăçа тăвăллăн алă çупса тав тунине уйрăмах палăртма кăмăллă.

Мини-футбол вăййисем те хĕрÿ иртрĕç. Мала тухассишĕн, çĕнтерÿçĕ ятне илтессишĕн мечĕк хыççăн чупрĕç футболистсем. Çивĕч кĕрешÿре малти виçĕ вырăна çаксем йышăнчĕç: "Шăмăршă-Центр" – пĕрремĕш, "Колосок" (Шăмăршă) - иккĕмĕш, "Урожай" (Энтĕрьел) – виççĕмĕш.

Дартс вăййине юратакансем вара пĕрин хыççăн тепри мишене çĕмренсемпе персе пысăк очко пухассишĕн тăрăшрĕç. Чи нумай очко пухса А.Елисеев кăçал пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

Волейболла вылякан командăсем хушшинчи вăйăсем те интереслĕ пулчĕç. Курма пынă çынсем спортсменсене хавхалантарса тăчĕç. "Шăмăршă-Центр" команда пĕрремĕш вырăна тухрĕ Васан ял поселенийĕн команди – иккĕмĕш, "Темп" (Карапай Шăмăршă) – виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

Кире пуканне çĕклеме килĕштерекенсем пысăках мар площадкăна пухăнчĕç. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса 32 килограмлă кире пуканне йăтрĕç. Пĕрремĕш вырăна ытти çулхисенчи пекех В.Шуряков (Шăмăршă) çĕнсе илчĕ, К.Кусаиновпа А.Любимов (иккĕшĕ те Шăмăршă) иккĕмĕшпе виççĕмĕш пулчĕç.

Юлашки çулсенче районта вăй илсе пыракан армспорт енĕпе вăй виçекенсем те йышлăн пулчĕç. Хĕрарăмсем хушшинче малти виçĕ вырăна Э.Концова, С.Бадеева, Г.Федотова (виççĕшĕ те "Туслăх" физкультурăпа спорт комплекс команди) пайларĕç, арçынсенчен пĕрремĕш вырăнта М.Аббазов (Тутарстан), иккĕмĕш – А.Любимов (Шăмăршă), виççĕмĕш – Ю.Чегаев (Пăчăрлă Пашьел).

Кĕрешÿ площадки тавра халăх яланхи пекех йышă пуçтарăнчĕ. Кĕрешÿçĕнчен кашниех хăйĕн ăсталăхне кăтартрĕ. 38 килограма çитичченхи виçере М.Попов (Шăмăршă) – пĕрремĕш, А.Малеев (Кивĕ Чукал) – иккĕмĕш, П.Ильин (Чĕмпĕр) – виççĕмĕш. 50 килограма çитичченхи виçере Е.Авксентьев (Патирек) – пĕрремĕш, А.Портнов (Шăмăршă) – иккĕмĕш. 55 килограма çитичченхи виçере И.Филиппов (Шăмăршă), Н.Яковлев (Кивĕ Шăмăршă), А.Мадюкин (Шăмăршă) малти виçĕ вырăна пайларĕç. 60 килограма çитичченхи виçере В.Ильинпа А.Ильин (иккĕшĕ те Кивĕ Чукал) – пĕрремĕшпе иккĕмĕш, В.Обожгеев (Патирек) – виççĕмĕш. 65 килограма çитичченхи виçере малти виçĕ вырăнта А.Малеев (Кивĕ Чукал), М.Хасянов (Сăкăт), Н.Шиллер (Шăмăршă). 70 килограма çитичченхи виçере А.Еремеев (Анат Чаткас) - пĕрремĕш, И.Владимиров (Шăмăршă) – иккĕмĕш, В.Данилов (Анат Чаткас) – виççĕмĕш вырăнсенче пулчĕç. 75 килограмлă виçерен йывăртараххисем хушшинче пĕрремĕш вырăнта А.Карзанов (Кивĕ Чукал), иккĕмĕш – А.Павлов (Упи, Тутарстан), виççĕмĕш – А.Егоров (Шăмăршă).

Абсолютлă кĕрешÿре – Акатуйăн чи хаклă парнине çĕнсе илессишĕн пыракан ăмăртура – пурне те парăнтарса А.Еремеев çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.

ТЕПĔР çулччен, Акатуй хăнисем. Пурсăра та çирĕп сывлăх, телей, ырă кун-çул сунатпăр, юратнă Шăмăршă районĕн çыннисемпе хаклă хăнасем.

Первоисточник: http://gov.cap.ru/home/75/2011/06/140611/index.htm

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика