Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв кăмăла ан хуçтăр тесен...

15 июня 2011 г.

Июнĕн 9-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Республика кунне хатĕрленес тата ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Михаил Игнатьев Президент ертсе пынă.

Сăмахран, ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министрĕн çумĕ Александр Быченков Шупашкарта тăваттăмĕш хут иртекен "Раççей экономики: ÿсĕм технологийĕсем" экономика форумĕпе çыхăннă самант пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Унта, сăмах май, вун-вун регионтан, çав шутра чикĕ леш енчен те, 100 ытла организаци хутшăнмалла. Анчах Александр Анатольевича мĕн канăçсăрлантарать-ха; Вырăнтисем – муниципалитет тытăмĕнчи предприятисемпе организацисем – çаврăнăçусăр пулни. Вăл палăртнă тăрăх – экономика енĕпе Республика кунне халалланă тĕрлĕ мероприятие хамăрăннисем хутшăнасси çуллен чакса пырать. Пĕчĕк хуласенчи, районсенчи организацисем уйрăмах çаврăнăçусăр. Çавăнпа та ЧР Президенчĕ Михаил Игнатьев çак çитменлĕхе пĕтерес тĕлĕшпе тимлĕ ĕçлеме ыйтнă, тăван республикăн сумне, ятне çĕклесси унта пурăнакан кашни çын пуçарулăхĕнчен килнине палăртнă. Общество апатланăвĕ пирки те пулнă çакăн пек ÿпкев сăмахĕсем. Мĕншĕн-ха; Ку енĕпе те эпир хамăра тивĕçлĕ шайра кăтартма пултараймастпăр иккен. Çакă хăнасене вырăнта туса кăларнă таварсемпе сăйлама пĕлменнинче те палăрать.

ЧР культура министрĕ Роза Лизакова халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăл куçĕсем" XIX фестивальне, декораципе хушма искусствăн "Руç ăстисем" IX конкурсне ирттерессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Министр сăмахĕнчен çакă паллă пулнă: "Раççей çăл куçĕсем" фестивале Раççейĕн 27 регионĕнчен тата чикĕ леш енчен 32 коллектив хутшăнĕ, çав шутра Белоруçран тата Иранран ("Сахра" ташă ансамблĕ). Шупашкарсем хальхинче те чукча- эскимоссен "Эргырон" ансамблĕн пултарулăхĕпе киленме пултарĕç. Çĕнĕ хăнасен йышĕнче – Чечен Республикинчи "Нохчо" патшалăх фольклор коллективĕ, Мускаври "Карагод" фольклор ансамблĕ...

"Руç ăстисем" конкурса çĕр-шыври 20 субьектран 41 ăста хутшăнма кăмăл тунă.

Раççей шайĕпе иртекен тепĕр пысăк мероприяти – "Этем - Çемье – Çĕр-шыв. Музей интерпретацийĕн ыйтăвĕсем" ăслăлăх практика конференцийĕ. Ăна Раççейĕн хальхи вăхăтри историйĕн патшалăх тĕп музейĕпе чăваш наци музейĕн вăйĕпе йĕркелĕç.

Ларура Пĕтĕм тĕнчери фейерверксен IV фестивалĕпе, Республика кунĕ тĕлне хута яма палăртнă обьектсемпе çыхăннă ыйтусене те çĕкленĕ. Вĕсем пирки хула тăвас ĕç тата общество инфратытăмĕн аталанăвĕн министрĕ Александр Гончаров, ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов каласа кăтартнă.

Кăçал республика кунĕ Çĕрпÿ районĕнче те иртмелле. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Юрий Николаев пĕлтернине итленĕ.

Çĕрпÿсем мĕнпе тĕлĕнтерме пултарĕç;

Тахçан авал йăлана кĕнĕ Тихвин ярмăрккине çĕнĕ вăй парса, хулара тата районта культура мероприятийĕсем, Уй-хир кунне ирттерсе, çĕнĕ обьектсене ĕçлеттерсе ярса тата ыттипе те. Ку енĕпе 120 хваттерлĕ çурта, ял хуçалăх рынокне хута янине, ыттине те палăртмалла.

"Пур ыйтăва та паянхи кун тĕлне татса панă теме ир-ха, çапах та хамăртан мĕн килнине пурнăçлатпăрах", – тенĕ Юрий Николаев.

Тĕп хула ку енĕпе мĕнле ĕçленипе Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов паллаштарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика