Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пур Раççейĕн пысăк уяв

11 июня 2011 г.

1990 ÇУЛТА, Раççей Федерацийĕн никама пăхăнманлăхĕ çинчен калакан Декларацие йышăннă чухне, çак уява Раççей никама пăхăнманлăхĕн кунĕ тенĕ. 2002 çултанпа вара уява хальхи ятпа Раççей кунĕ тесе паллă тăватпăр.

Çирĕм пĕр çул каялла – 1990 çулхи июнĕн 12-мĕшĕнче – çак Декларацие РСФСР халăх депутачĕсен пĕрремĕш съезчĕн делегачĕсем ырласа йышăннă. Ку документ Раççей суверенитечĕ çинчен, республика саккунĕсем Совет Союзĕн йышĕнче вăйра тăни çинчен пĕлтернĕ.

Раççей суверенитечĕ çинчен калакан Декларацие кашни гражданин лайăх пурăнма, хăйне тивĕçекен правасемпе туллин усă курма, хăйĕн чĕлхине аталантарма тата уççăн калаçма пултартăр, наци культурин аталанăвĕ вăй илсе пытăр тесе йышăннă.

Июнĕн 12-мĕшĕ нумай нациллĕ пĕтĕм Раççей халăхĕшĕн пысăк уяв шутланать. Суверенитет çинчен калакан Деклараци йышăннă кун – историри чи паллă датăсенчен пĕри.

Уяв ячĕпе саламлатпăр сире, район çыннисем!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика