Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун савăнать, хире тухсассăн...

11 июня 2011 г.

Ытлари кун ятарлă комисси, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев ертсе пынипе, хуçалăхсенчи хирсене пăхса тухса çур акинче кам мĕнле ĕçленине хакларĕ.

– ÇАК хирсене пĕтĕмпех Владимир Скворцов механизатор акрĕ. Чăн-чăн çĕр çынни вăл, хĕрĕх çула яхăн тракторпа ĕçлет. Владимир Иванович йышшисем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ паянхи çăмăл мар пурнăçра ял хуçалăхĕ, – терĕ "Искра" СХПК председателĕ М.Х. Хамдеев тулă, урпа, сĕлĕ уйĕсене кăтартса çÿренĕ май.

Калчасем çав тери хÿхĕм шăтса тухнă, ятарласа шырасан та пĕр шăйрăк та курмарăмăр. Иртнĕ кĕркунне сухаласа хăварнипе, çум курăксем те çукпа пĕрех. Апла пулин те хуçалăхра гербицидсене хатĕрлесе хунă, çанталăк уяртсанах ятарлă агрегат хире тухĕ.

"Восход" СХПКра та пĕрчĕллĕ культурăсем тикĕс шăтнă. Кунта Николай Степанов механизатор акнă хирсене мухтамалла. Çум курăкпа кĕрешме çанталăк чăрмантарать: механизаторсем хĕвеллĕ кунсене тÿсеймесĕр кĕтеççĕ.

"Мир" хуçалăхра пĕрчĕллĕ культурăсене 1500 гектар акнă, кунсăр пуçне кĕр тыррисем 600 гектар ытла. Çанталăк уяртсах куккуруспа донник акма шутлаççĕ. З.Х. Афлетуллов ертÿçĕ каланă тăрăх, кăçал выльăх-чĕрлĕх йышне те ÿстересшĕн.

"Колос" Агрофирма" ОООра та, "Исток" ОООра та вăйлă тыр-пул çитĕнес шанăç пур. Çум курăкпа кĕрешме гербицидсем туяннă. "Карлинская" Агрофирма" ЗАОра кĕр тыррисем уйрăмах савăнтарчĕç. 1,5 гектар çинчи севок сухан та, 50 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ те лайăх шăтса тухнă.

"Шанс" ОООра та çур акинче ĕç пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăрнă. В.П. Еремеев ертÿçĕ çанталăк май парсанах çум курăкпа кĕрешме пуçăнасси çинчен пĕлтерчĕ.

Карапай Шăмăршă ял поселенийĕнче 14 фермер хуçалăхĕ ĕçлет. Кунта акăнман çĕр пачах та çук. Комисси "Малалла" (В. Елисеев), "Труд" (Ивановсем), "Слава" (А.Денисов), "Кузьмич" (А.Хлюкин), "Алякка" (М.Алексеев) фермер хуçалăхĕсен хирĕсене пысăк хак пачĕ.

"Агросервис" ОООра та тыр-пул хÿхĕм çитĕнет. 140 гектар çинчи хура тула пĕр сăмахсăрах "районти чи лайăх хир" тесе калама пулать.

Пăчăрлă Пашьелĕнчи А.И. Сатеев фермер та кăмăллă: мĕн акни-лартни лайăх шăтнă. Çумăрсем вăраха тăсăлни çеç хирти ĕçсене чарса лартнă. Çум курăкпа кĕрешмелле, утă çулса хатĕрлемелле...

Асанкассисем те (В.Юманов) çĕре акмасăр хăварман, мĕнле те пулсан ура çине тăрасчĕ тесе ĕçлеççĕ. Тăрăшсан, çĕр-анне пархатарне курасси иккĕлентермест. Ĕçлес текен çынсем ÿсĕм тума пултараççех.

Первоисточник: http://gov.cap.ru/home/75/2011/06/070611/index.htm

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика