11 июня 2011 г.
Этем тĕнче уçлăхне çĕкленнĕренпе кăçал 50 çул çитрĕ. Пĕрремĕш космонавт Раççей çынни пулни мăнаçлантарать паллах. Пĕлесчĕ: ку таранччен ытти çĕр-шывăн миçе ывăл-хĕрĕ тата хăçан космоса пĕрремĕш хут вĕçнĕ?
Е.ОРЛОВ.
Статистика тăрăх 514 çын Çĕр тавра вĕçсе çаврăннă. Космонавтсем планета тулашĕнче 10000 кун ирттернĕ, 100 ытла кун уçлăха тухнă. 36 çĕр-шыв представителĕ орбитăра пулса курнă.
Юрий Гагарин (СССР) 1961 çул, ака, 12.
Алан Шепард, (США) – 1961 çул, çу, 5.
Владимир Ремек (Чехославаки) – 1978 çул, пуш, 2.
Мирослав Гермашевский (Польша) – 1978 çул, çĕртме, 27.
Зигмунд Йен (ГДР) – 1978 çул, çурла, 26.
Георгий Иванов (Болгари) – 1979 çул, ака, 10.
Берталан Фаркаш (Венгри) – 1980 çул, çу, 26.
Фам Туан (Вьетнам) – 1980 çул, утă, 23.
Арнальдо Тамайо (Куба) – 1980 çул, авăн, 18.
Жугдэрдэмидийн Гуррагча (Монголи) – 1981 çул, пуш, 22.
Думитру Прунариу (Румыни) – 1981 çул, çу, 14.
Жан-Лу Кретьен (Франци) – 1982 çул, çĕртме, 24.
Ульф Мербольд (ФРГ) – 1983 çул, чÿк, 28.
Ракеш Шарма (Инди) – 1984 çул, ака, 3.
Марк Гарно (Канада) – 1984 çул, юпа, 5.
Султан ас-Сауд (Сауд Аравийĕ) – 1985 çул, çĕртме, 17.
Вюббо Оккелс (Нидерланд) – 1985 çул, юпа, 30.
Родольфо Нери (Мексика) – 1985 çул, чÿк, 26.
Муххамед Ахмед Фарис (Сири) – 1987 çул, утă, 22.
Абдул Ахад Моманд (Афганистан) – 1988 çул, çурла, 29.
Тоехиро Акияма (Япони) – 1990 çул, раштав, 2.
Хелен Шарман (Аслă Британи) –1991 çул, çу, 18.
Франц Фибек (Австри) тата Токтар Онгарбаевич Аубакиров (Казахстан) – 1991 çул, юпа, 2.
Александр Калери тата Александр Викторенко (Раççей) – 1992 çул, пуш, 17.
Дирк Фримаут (Бельги) – 1992 çул, пуш, 24.
Франко Малерба (Итали) – 1992 çул, утă, 31.
Клод Николье (Швейцари) – 1992 çул, утă,31.
Леонид Каденюк (Украина) – 1997 çул, чÿк, 19.
Педро Дуке (Испани) – 1998 çул, юпа 29.
Иван Белла (Словаки) – 1999 çул, нарăс, 20.
Марк Шаттлворт (ЮАР) – 2002 çул, ака, 25.
Илан Рамон (Израиль) – 2003 çул, кăрлач, 16.
Ян Ливэй (Китай) – 2003 çул, юпа, 15.
Маркус Понтис (Бразили) – 2006 çул, пуш, 30.
Кристер Фуглесанг (Швеци)– 2006 çул, раштав, 10.
Шейх Музафар Шукор (Малайзи) – 2007 çул, юпа, 10.
Ли Со Ен (Корея) – 2008 çул, ака, 8.