11 июня 2011 г.
ПИРĔНТЕН кашниех хăй валли пурăнмалли кĕтес пултăр тесе ĕмĕтленет. Анчах хваттер туянасси е çурт-йĕр хăпартасси пачах та çăмăл ĕç мар.
Строительство материалĕсем хаклансах пыраççĕ, çавăнпа вĕсене чылайăшĕ пурне те харăс мар, пĕчĕккĕн туянма тăрăшать. Çулсем вара сисĕнмесĕрех иртеççĕ. Паллах, кивçен илме пулать-ха, анчах парăма вăхăтра татмалла. Укçа çук чухне çак шухăш пуçа самаях ыраттарать.
Юрать-ха юлашки çулсенче хваттер е çурт туянакан (хăпартакан) çамрăксене патшалăх май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Ку енĕпе темиçе программа та пур. Тĕслĕхрен, "Ялăн 2012 çулчченхи социаллă аталанăвĕ". Çак программăпа килĕшÿллĕн çамрăк специалистсемпе çемьесене çурт-йĕр хакĕн 70 проценчĕ чухлĕ социаллă тÿлевпе тивĕçтереççĕ. Ăна 35 çултан иртмен, ялта пурăнакан, агропромышленноç комплексĕн е социаллă тытăм организацийĕнче пилĕк çултан кая мар ĕçлеме хатĕр специалистсем илме пултараççĕ. Вĕсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас текенсен черетĕнче тăмалла.