Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăсем – ученăйсем, тĕпчевçĕсем

11 июня 2011 г.

ШĂМĂРШĂ тăрăхĕ пултаруллă çынсемпе чăннипех те пуян. Район историйĕпе чылайранпа кăсăкланнăран, архивсенче тăтăшах пулатăп, халĕччен эпир пĕлсех кайман çĕнĕрен те çĕнĕ ятсем шыраса тупатăп. Чун савăнать çакнашкал çынсемшĕн, вĕсемпе мухтанас килет. Район историйĕпе çыхăннă черетлĕ материалта манăн хамăр тăрăхра çуралса ÿснĕ ученăйсемпе, тĕпчевçĕсемпе паллаштарас шухăш çуралчĕ. Чăннипех те сахал мар вĕсем.

Сăмаха алфавит йĕркипе Г.Алексеевран пуçлар пулĕ.

Герольд Михайлович

АЛЕКСЕЕВ шăмăршăсемшĕн ют мар – унăн ачалăхĕ Виçпÿрт Шăмăршă ялĕнче иртнĕ. Патшалăх деятелĕ, Чăваш Патшалăх педагогика институтĕнче, Чулхулари партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ. ВЛКСМ Чăваш обкомĕн инструкторĕ, пай пуçлăхĕн çумĕ, секретарĕ, КПСС чăваш обкомĕн пай пуçлăхĕн çумĕ, 1988-1993 çулсенче Культура министрĕ пулнă. 1994-1998 çулсенче – Чăваш Республикин Президенчĕн консультанчĕ – аналитика управленийĕн ертÿçи. Филологи наукисен кандидачĕ.

Михаил Григорьевич

АНДРОНОВ 1946 çулта Пуянкассинче çуралнă. Экономика наукисен кандидачĕ. Шупашкарти энерготехникумра, Партин аслă шкулĕнче, КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи обществăлла наукăсен академийĕнче вĕреннĕ. Çарта пулнă. Тĕрлĕрен ответлă ĕçсенче вăй хунă: КПСС Чăваш обкомĕн инструкторĕ, капиталлă строительство пайĕн ертÿçи, Чăваш АССР Министрсен Совечĕн управляющийĕ пулнă. 1991 çулта Пурлăх енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн председателĕ пулма çирĕплетнĕ. 1994-1995 çулсенче – Пурлăх енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕн управленийĕн председателĕ – Чăваш Республикин Министрĕ, кайран – Санкт-Петербургри инженерипе экономика университечĕн Шупашкарти филиалĕн доценчĕ – директорăн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Станислав Иванович

АЛЕКСЕЕВ 1945 çулта Палтиелĕнче çуралнă. Вăтам шкула ылтăн медальпе пĕтернĕ. Хусанти В.И. Ульянов-Ленин ячĕллĕ Патшалăх университетĕнче, Мускаври М.В. Ломоносов ячĕллĕ Патшалăх университечĕн аспирантуринче вĕреннĕ. Физикăпа математика наукисен кандидачĕ. Хальхи вăхăтра – РФ Наукăсен Академийĕн аслă наука сотрудникĕ. Сăмах май, унăн Анна хĕрĕ те биологи наукисен кандидачĕ.

Энсар Халиуллович

АФИАТУЛЛОВ 1958 çулта Палтиелĕнче çуралнă. Чăваш Патшалăх университетĕнче физикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ. Физикăпа математика наукисен кандидачĕ. Халĕ Пермьри полимер материалĕсен наукăпа тĕпчев институчĕн ертÿçи пулса ĕçлет.

Иван Николаевич

ВОРОНЦОВ 1921 çулта Никишинăра çуралнă. Шăмăршăри вăтам шкулта, Чăваш Патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Аслă Отечествăлла вăрçа хутшăннă. Вăрçă хыççăн хăй вĕреннĕ институтра физика кафедрин преподавателĕ, факультет деканĕн çумĕ пулнă. 1959-1964 çулсенче – Горькири политехника институчĕн Шупашкарти филиалĕн заведующийĕ, кайран – Чăваш ял хуçалăх институчĕн аслă преподавателĕ. Техника наукисен кандидачĕ.

Валерий Николаевич

ГОЛОВИНСКИЙ 1945 çулта Палтиелĕнче çуралнă. Хусанти В.И. Ульянов-Ленин ячĕллĕ Патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. 1989 çултанпа Самарти университетра ĕçлет. Математика наукисен кандидачĕ. Доцент.

Николай Дмитриевич

ГОРБУНОВ 1938 çулта Энтĕрьелĕнче çуралнă. Ульяновскри ял хуçалăх институтĕнче зоотехник дипломне алла илнĕ. Ун хыççăн тĕрлĕ çĕрте яваплă ĕçсенче, Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăх министерствинче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра - Ульяновскри ял хуçалăх кадрĕсене вĕрентсе хатĕрлекен шкул преподавателĕ. Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ.

Николай Леонидович

ГУДИМОВ 1937 çулта Шăмăршăра çуралнă. Хусанти химипе технологи институтĕнчен вĕренсе тухнă. Свердловск облаçĕнчи Новоуральскри электрохими комбинатĕнче техник, инженер, аслă инженер, лаборатори начальникĕ, 1986 çултанпа – газодиффузиоллă фильтрсен завочĕн директорĕ, 1988 çултанпа – электрохими хутăшĕсен завочĕн лаборатори начальникĕ, 1996 çултанпа – асăннă завод инженерĕ. Техника наукисен кандидачĕ.

Харис Халиуллович

ГУБЕЙДУЛЛИН 1958 çулта Асанкассинче çуралнă. Ульяновсри ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. Совет Çарĕнче пулнă. Кайран инженер аспирантурăра куçăмлă майпа вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Дмитров-градри наукăпа технологи институтĕнче директор пулса ĕçлет. Вăл техника наукисен докторĕ, профессор. Арăмĕ – биологи наукисен кандидачĕ.

Анатолий Михайлович

ГУСЯЧКИН 1941 çулта Ирçе Тĕккинче çуралнă. Хусанти ял хуçалăх институтĕнче, аспирантурăра вĕреннĕ. Хусанти энергетика институтĕнче ассистент, факультет деканĕн çумĕ пулнă. 2005 çултанпа – куçăмсăр майпа вĕрентекен факультет ертÿçи. Техника наукисен кандидачĕ. Доцент.

Юрий Юрьевич

ДОЛГОВ 1964 çулта Шăмăршăра çуралнă. Чăваш Патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче, Мускаври онкологи центрĕн клиникин ординатуринче вĕреннĕ. 2005 çултанпа Чăваш Патшалăх университечĕн онкологи кафедрин заведующийĕ. Медицина наукисен докторĕ. Профессор.

Кирилл Васильевич

ЕГОРОВ 1911 çулта Пуянкассинче çуралнă. Ульяновскри коммуна-шкулта, Хусанти университетăн хими факультетĕнче вĕреннĕ. 1941-1967 çулсенче унăн пурнăçĕ Верховнăй Главнокомандующийĕн Ставкин миномет чаçĕсемпе, Генеральнăй штаб управленийĕпе çыхăннă. 1968 çулта Химипе механикăн тĕп наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçлеме пуçланă. Техника наукисен докторĕ.

Николай Михайлович

ЕРМОЛАЕВ 1923 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ. Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕ. Вăрçă хыççăн Ленинградри çар педагогикин институтне вĕренме кĕнĕ. Омскри çар училищин преподавателĕ, кафедра ертÿçи пулнă. 1968 çулта Донецкри Патшалăх университетĕнче наукăллă коммунизм кафедрин ертÿçи пулса ĕçлеме тытăннă. Истори наукисен докторĕ. Профессор.

Галина Петровна

ЕГОРОВА (ЖУРАВЛЕВА) 1948 çулта Васанта çуралнă. Канашри медицина училищинче, Чăваш Патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Шупашкарти трактор завочĕн медсанчаçĕнче, пир-авăр комбиначĕн клиникинче, республика больницинче невропатолог пулса ĕçленĕ. 1984 çултанпа – трактор завочĕн 4-мĕш хула больницин невропатологи уйрăмĕн заведующийĕ. Шупашкарти медицина колледжĕн преподавателĕ. Аслă категориллĕ врач. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ. Медицина наукисен кандидачĕ. Доцент.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика