11 июня 2011 г.
СИНОПТИКСЕМ пĕлтернĕ тăрăх, июнĕн 13-мĕшĕнче кăнтăрла 16, каçхине 7, 14-мĕшĕнче кăнтăрла 16, каçхине 6 градус ăшă пулĕ, çумăр çумалла мар.
Июнĕн 15-мĕшĕнче кăнтăрла 25-30, каçхине 16-21, 16-мĕшĕнче кăнтăрла 23-28, каçхине 6-11, 17-мĕшĕнче кăнтăрла 19-24, каçхине 7-12 градус ăшă пулмалла, кăштах çумăр çума пултарать.
Июнĕн 18-мĕшĕнче кăнтăрла 20-25 градус, каçхине 7-12 градус ăшă пулать, аслатиллĕ çумăр çума пултарать.
Июнĕн 19-мĕшĕнче кăнтăрла 21-26, каçхине 12-17 градус ăшă пулĕ, кăштах çумăр çума пултарать.
Июнĕн 20-22-мĕшĕсенче кăнтăрла 29-33, каçхине 16-18 градус ăшă пулĕ, çумăр çумалла мар. Июнĕн 23-мĕшĕнче кăнтăрла 23-28, каçхине 13-18 градус ăшă пулĕ, çумăр çума пултарать.
Июнĕн 24-мĕшĕнче кăнтăрла 25-30 градус, каçхине 9-14 градус ăшă пулĕ, çумăр çумалла мар. Июнĕн 25-30-мĕшĕсенче кăнтăрла 23-30 градус, каçхине 12-17 градус ăшă пулĕ, 26 тата 27-мĕшĕсенче кăштах çумăр çума пултарать.