Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывлăх хуралĕнче – чун ăшшипе

18 июня 2011 г.

РАЙОНТИ тĕп больницăна хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме, чир-чĕртен сывалма кашни кунах вун-вун çын килет. Вĕсем хушшинче ваттисем те, вăй-питти çынсем те, çамрăксем те пур. Тĕрлĕ нушапа пыраççĕ вĕсем. Пулăшу ыйтма пынă кашни çыннах медицина ĕçченĕсем тĕплĕн тĕрĕслеççĕ, вĕсен ыйтăвĕсем çине тулли хурав параççĕ.

Паянхи кун тĕлне районти учрежденийĕсенче 32 врач, вăтам пĕлÿллĕ 131 медицина ĕçченĕ, 60 санитарка тата ытти специальноçсемпе ĕçлекен 30 çын тăрăшать. Вĕсем кашниех хăйсен ĕçне пĕлсе, чун-чĕререн юратса пурнăçлаççĕ. Ăнланатпăр ĕнтĕ, сÿрĕк кăмăллă, хытă чунлă çын больницăра ĕçлеймест. Медицина ĕçченĕн чирлисене эмелпе те, ăшă сăмахпа та сиплеме пĕлмелле. Çакна пирĕн коллективра, сферăра тăрăшакансем лайăх чухлаççĕ. Ĕç опытне илес пулсан та вĕсен ĕçне тивĕçлипе хакламалла.

Районти сывату тата профилактика учрежденийĕсенче пурĕ 89 койка-вырăн, вĕсенчен 26 койка-вырăн кăнтăрлахи стационарсенче, 17 койка-вырăн поликлиника çумĕнчи. Васкавлă пулăшу машинисем те яланах юсавлă пулнине палăртса хăвармалла. Вĕсем талăкăн хăть те хăш вăхăтĕнче те çула тухма хатĕр.

Ялсенче вырнаçнă çемье тухтăрĕн офисĕсемпе фельдшерпа акушер пункчĕсем те лайăх ĕçлеççĕ. Вĕсенче вăй хуракан медицина ĕçченĕсем пулăшу ыйтма пынă кашни çыннăн ыйтăвне тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Унсăр пуçне участоксенчи медработниксем йыхравпа килсене те тухса çÿреççĕ.

Паллах, çĕнĕ медицина оборудованийĕпе приборсем туянасси çине те, сиплев учрежденийĕсенче юсав ĕçĕсем ирттересси çине те пысăк тимлĕх уйăратпăр. Паянхи медицина çĕнĕлле ĕçлеме хистет, çавăнпа та кун-çул уттинчен юлмалла мар.

Пирĕн хушăмăрта Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕсем те вăй хураççĕ. Вĕсем – Е.В. Долгова, А.П. Анчунова тата В.Г. Калашников. Çавăн пекех С.В. Кудряшов врач "Сывлăх сыхлавĕн отличникĕ" знака тивĕçнĕ. Юлашки çулсенче ĕçлеме пуçланă медицина ĕçченĕсем те мал ĕмĕтлĕ те пуçаруллă пулни савăнтарать.

Пире кашнинех пĕчĕкренех сывлăха упрамалли çинчен каланă, ун пирки яланах аса илтерсе тăраççĕ. Сывлăха укçа парса илме май çукки пирки те манса каймалла мар. Çĕр çинче пурăнакан этемĕн сывлăхлă нацие сыхласа хăварассишĕн тăрăшмалла. Эрех-сăрапа ашкăнса, наркотик-пируспа иртĕнсе хамăра пĕтме памалла мар.

Хисеплĕ медицина ĕçченĕсем, пирĕн хаклă ветерансем! Сире пурсăра та хамăрăн професси уявĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп, çемьере килĕшÿ, ĕçре çитĕнÿ тата çирĕп сывлăх сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика