18 июня 2011 г.
Манăн чăваш чĕлхипе литератури учителĕ пулас килет. Ăçта вĕренме каймалла-ши; С.ИВАНОВА.
ЧĂВАШ чĕлхипе литература учителĕ пулма И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче куçăмлă (очно) тата куçăмсăр (заочно) майпа вĕренме пулать.
Вĕренме кĕрес текенсен июнĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен заявлени, аттестат (е копи), ППЭ тытнине ĕнентерекен справка (е копи) тăратмалла. Июлĕн 16-мĕшĕнчен экзаменсем пуçланаççĕ. Пулас студентсен "Тăван чĕлхепе литература тата вырăс чĕлхипе литератури", "Тăван чĕлхепе литература тата ют чĕлхе" специальноçсене алла илес тесен çак предметсемпе экзаменсем тытмалла: чăваш чĕлхипе литература (сочинени çырмалла, университетра çыраççĕ), вырăс чĕлхи (ППЭ), обществознани (ППЭ) тата ют чĕлхе (ППЭ). Çакна та асăрхаттарса хăвармалла: куçăмлă е куçăмсăр майпа вĕренме кĕрес текенсен палăртнă вăхăтра, июлĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа, харăсах экзаменсем пуçланаççĕ. Университетра 5 çул вĕренмелле, общежитипе тивĕçтереççĕ.
Тĕплĕнрех çак телефон номерĕсемпе ыйтса пĕлме пулать: 62-30-02 е 8-906-380-26-86. Университет адресĕ: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 19 "а" çурт, 2 хут, Чăваш филологи факультечĕ.