Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк тухтăрсем

18 июня 2011 г.

АЧА-ПĂЧА тухтăрĕ – чи сумлă профессинчен пĕри. Пĕчĕк пепкесен сывлăхне тĕрĕслесе, сăнаса тăрасси, тĕрĕс диагноз лартасси яваплă ĕç. Çак специальноçа алла илекенсем кун пирки питĕ лайăх ăнланаççĕ.

Районти тĕп больницăра пултаруллă та хастар медицина ĕçченĕсем сахал мар. Вĕсем хушшинче çамрăк специалистсем те хăйсене лайăх енчен кăна кăтартаççĕ. Акă ача-пăча консультацийĕн уйрăмĕнче вăй хуракан А.Погашовапа Р.Вашуркина врач-педиаторсене илер. Çамрăк пулсан та хăйсен ĕçĕсене пĕлсе пурнăçлаççĕ, ачасемпе те, ашшĕ-амăшĕпе те кăмăллăн калаçаççĕ. Кашни ыйту çинех тĕплĕн хурав параççĕ, кирлĕ пек ăнлантараççĕ.

Александра Львовна участокри врач-педиатр шутланать. Куславкка тăрăхĕнчи хĕр Чăваш патшалăх унитверститетĕнчен 2007 çулта вĕренсе тухнă, Шăмăршă районĕн каччипе пĕрлешсе ĕç вырăнне кунти больницăра тупнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех ача-пăча тухтăрĕ пулма ĕмĕтленнĕскер, хăйĕн шухăшне улăштарман. Уншăн çын пурнăçне сыватасси, сыхласа хăварасси чи малти вырăнта тăрать. Мăшăрĕпе 2 ача çитĕнтерекенскер, врач-педиатр патне пынă кашни пепкепех анне туйăмĕпе ăшшăн, чун-чĕререн пуплет. Кирлĕ чухне ашшĕ-амăшне те асăрхаттарусем тăвать. Хăйĕн ĕçне А.Погашова чунтанах юратать.

Р.Вашуркина хăйĕн ÿсĕмĕнчи ачасемпе вылянă чухне пĕрмай врач тивĕçĕсене пурнăçланă. Тантăшĕсен суранĕсене хăй пĕлнĕ пек сипленĕ, вылямалла укол та тăвам пекки тунă. Чăн-чăн врач пулмах çуралнă. Шурă халатлă медицина ĕçченĕсен ĕçне куç илмесĕр сăнаса ÿснĕ, хăй те çитĕнсен тухтăр пулма тĕв тунă, паллах, ача-пăча тухтăрĕ пуласси ăна илĕртнĕ.

Раиса Николаевна хăйĕн ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ. Энтĕрьел хĕрĕ шкултан вĕренсе тухнă та Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне çул тытнă. Унтан 2010 çулта вĕренсе тухнă, халĕ районти тĕп больницăра врач-педиатр пулса ĕçлет, хăйĕн тивĕçĕсене туллин пурнăçлать.

А.Погашовапа Р.Вашуркина чăннипех те хăйсен профессийĕсене пĕлсе суйласа илнĕ. Вĕсен çепĕç чĕлхисем, чун-чĕрене илĕртекен сăнĕсем, кăмăла çĕклекен сассисем темле ача патне те çул хываççĕ, ашшĕ-амăшĕпе пĕр чĕлхе тупаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика