22 июня 2011 г.
Сабантуйра Раççейĕн 30 ытла регионĕнчен килнĕ 30 пине яхăн çын савăннă.
ИЮНĔН 19-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра Пĕтĕм Раççейри II Сабантуй иртнĕ. Унта Чăваш Республикин Президенчĕ М.В. Игнатьев, Раççей Президенчĕн Атăл тăрăхĕнчи федераци округĕн полномочиллĕ представителĕн çумĕ Николай Овсиенко тата Тутарстан Патшалăх Канашĕн Председателĕ Фарид Мухаметшин хутшăннă.
"Уяв халăхсем хушшинчи тăнăçлăха, килĕшÿпе туслăха çирĕплетме пулăшать. Чăваш Енре 106 наци çыннисем пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ.
Паян Сабантуй хăйĕн хаваслăхĕпе, тараватлăхĕпе, спорт ăмăртăвĕсен хĕрÿлĕхĕпе çынсен чĕрисене тыткăна илет, пур ÿсĕмрисене, наципе мĕнле тĕне ĕненнине пăхмасăр пĕрлештерет, культурăпа истори пуянлăхне аталантарать. Сабантуя килнĕ кашни çынна пĕтĕм чунтан савăк кăмăл, çирĕп сывлăх, телейпе ăнăçу сунатăп!" – тенĕ М.В. Игнатьев Президент хăйĕн саламлă сăмахĕнче.
Чăваш Республикин Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн нацисемпе конфессисен хушшинчи хутшăнусене çирĕплетес тата аталантарас енĕпе ырми-канми тăрăшнăшăн муфтие, Чăваш республикинчи Мăсăльмансен тĕн Управленийĕн председательне Альберт Рифкатович Крганова Чăваш Республикин Хисеп Грамотипе наградăланă. Çакăн пек наградăпа М.В. Игнатьев Комсомольски районĕнчи тутарсен наципе культура автономийĕн членне Решит Султанова та чысланă.
Юрă-ташă, спорт ăмăртăвĕсем Сабантуй чапне çĕкленĕ, наци кĕрешĕвĕнче паттăра юлнă йĕкĕте "Фиат" автомобиль парнеленĕ.
"Хĕвеллĕ" уçланкăра суту-илÿ ярмăркки, Чăваш Енпе Тутарстанри ал ăстисен выставкисем ĕçленĕ.