Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăл куçсем çухалмĕç, пултарулăх иксĕлмĕ

22 июня 2011 г.

РЕСПУБЛИКА КУННЕ уявланă тапхăрта Чăваш Енре Раççей шайĕнчи виçĕ тĕп мероприяти иртмелле. Пĕрремĕшĕ - халăх пултарулăхĕн "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕ. Кăçалхипе 19-мĕш хут. Çак тапхăрта пĕр пекленсе, "мăкланса ларма" та май пур темелле. Йĕркелÿçĕсем, уяв режиссерĕсем (кăçал Наталья Фошина хатĕрлет) чĕрĕлĕхсемпе, çĕнĕлĕхсемпе савăнтарма тăрăшаççĕ. Хальхин хăй евĕрлĕхне вăхăт çитмесĕр пĕлтерес темерĕç, куракансемшĕн вăрттăнлăхри кĕтменлĕх пултăр терĕç.

"Раççей çăл куçĕсем" фестивале кăçал çĕр-шывăн 27 регионĕнчи 32 коллектив, çавăн пекех Беларуçпа Иранри ансамбльсем хутшăнĕç. Иранри туссем курав та илсе килĕç. Унпа наци музейĕн курав центрĕнче паллашма май пулĕ.

Фестиваль июнĕн 23-мĕшĕнче 19 сехетре Хĕрлĕ Лапамра савăнăçлă лару-тăрура уçăлĕ.

Тепĕр кунне уяв мероприятийĕсем тĕп хулари тĕрлĕ вырăнта иртĕç. Çавăн пекех республика конкурсĕсемпе фестивалĕсен ("Ай, ташлар-и!", "Чăваш ахах-мерченĕ", "Пĕрле туслă çемье") гала-концерчĕсем иртĕç.

Декораципе хушма искусствăн "Руç ăстисем" IX конкурсĕ çĕр-шыври 41 ăстана пуçтарĕ. Унсăр пуçне хамăр республикăри 24 маçтăр хутшăнĕ. Ытти çул хăнасем Чăваш Енпе кÿршĕллĕ тăрăхран ытларахчĕ, хальхинче вара Дагестан, Бурят республикисенчи, Краснодар крайĕнчи ал ĕç ăстисем те пулĕç. Кăçалхи конкурса космос темипе çыхăнтарнă.

ЧР Президенчĕн тĕп парнине июнĕн 24-мĕшĕнче "Раççей çăл куçĕсем" фестивале хупнă чухне парĕç.

Тĕп хулара çав тапхăрта иртекен вун-вун мероприяти хушшинче Чăваш наци конгресĕпе Шупашкар хула администрацийĕн вăйĕпе иртекен Акатуя та палăртса хăвармалла. Вăл июнĕн 24-мĕшĕнче "Шупашкар: 500 çул" культурăпа кану паркĕнче 10 сехетре уçăлĕ. Чăваш халăхĕн авалхи уявне çĕршывăмăрăн ытти кĕтесĕнчи йăхташăмăрсем те хастар хутшăнĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика