Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсассăн ял-йышпа

22 июня 2011 г.

ÇĔНĔ шăпăр çĕнĕлле шăлать", – тенĕ ваттисем. Кивĕ Чукал ял поселенийĕнче пулнă чух, А.В. Чамеев пуçлăхăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашсан, çак каларăша аса илтĕм. Нумай хушă ĕçлемест пулин те, Александр Васильевич ял пурнăçĕнче хăш-пĕр ырă улшăнусем тума ĕлкĕрнĕ. "Эпĕ – пуçаруçи кăна, ĕçлекенни – ял-йыш", – тет сăпайлăн пуçлăх. Ял çыннисемпе, уйрăмах çамрăксемпе пĕр чĕлхе тупни ĕçре ăнăçу тума май парать.

Çак уйăхра ялта Çвяттуй Матрăна ячĕллĕ часовня уçăлчĕ. Ăна тума ял çыннисем – Г.М. Ильинпа В.В. Карзанов предпринимательсем – пысăк пулăшу панă. Халăхран та укçа-тенкĕ пуçтарнă. Часовньăна уçма Шупашкар – Чăваш епархийĕн 5 округĕн благочиннăйĕ Сергий атте, Шăмăршă, Палтиел тата Тăрăн чиркĕвĕсен пачăшкисем хутшăннă.

К.А. Карзанов фермер тăрăшнипе, "Çăл çеремĕ" текен вырăнта кану кĕтесĕ тунă. Çăла чавса юшкăнран тасатнă, йывăçран хитре кăна пĕчĕк пÿрт ăсталанă. Ларса канма саксем те пур.

"Малашне çак вырăнта ял уявĕсене ирттерĕпĕр, – хăйĕн ĕмĕт-шухăшне уçса пачĕ А.В. Чамеев. – Йывăçсемпе тĕмсем, чечексем çитĕнтерĕпĕр. Çут çанталăк пуянлăхĕпе тирпейлĕ усă курасчĕ, тăван тавралăха упраса пурăнасчĕ".

Юлашки вăхăтра тунă тепĕр ырă ĕç – Шамкайра унччен чиркÿ пулнă вырăнта йывăçсемпе тĕмсене кăкласа-тасатса тирпейленĕ. Кунта йывăç хĕрес лартса карта тытнă, чиркÿ историне кĕскен çырса çапнă. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ каланă тăрăх, çывăх çулсенче çак вырăнта часавня çĕкленмелле. Кун пирки вăл ирçесен "Березка" уявĕ вăхăтĕнче аякри-çывăхри ентешсемпе калаçнă. Халăх укçипе часавня тăвас ыйтăва никам та хирĕçлемен.

Кивĕ Чукалти Мирослав Малеев фермер ял çамрăкĕсемпе пĕрле стадион тăвасшăн. "Мирослав Антонович – ĕçчен чăваш, шанчăклă çын", – тет ял поселенийĕн пуçлăхĕ. Апла пулсан, ялта стадион пуласси пирки иккĕленмелли çук.

Çакăн пек пысăк тата пĕчĕк ĕçсем çĕклеççĕ те ĕнтĕ вырăнти влаç авторитетне. Кивчукалсем кăçалхи Акатуйра та хăйсен пултарулăхĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕç, юрă-ташăра та, хăна пÿрчĕ ăсталассипе те, спортра та малтисем пулчĕç. Паллах, ял поселенийĕн администрацийĕпе депутатсем тăрăшмасăр пулмаççĕ ырă ĕçсем. Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле шăлни халăха килĕшет, лайăх пуçарусем пурнăçа кĕрсе пыни тăван ял сăн-сăпатне илемлетет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика