Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăсем – ученăйсем, тĕпчевçĕсем

22 июня 2011 г.

(Малалли. пуçламăшĕ 69-70 номерсенче).

Михаил Иванович

ЗАХАРОВ 1934 çулта Çĕнĕ Шăмăршăра çуралнă. Профтехучилищĕре вĕреннĕ. Сывлăш-çар десант çарĕнче службăра тăнă. Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. Шăмăршă ял Совечĕн секретарĕ, райĕçтăвком инструкторĕ, Патăрьелĕнчи производство управленийĕн инструктор-организаторĕ, районти ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ, нумай çул "Шемуршинский" совхоз директорĕ, Чăваш АССР Аслă Совечĕн депутачĕ пулнă. Маларах агроном, тĕп агроном пулса ĕçленĕ, пирĕн тăрăхра çĕр улми лартса ÿстермелли, ун тухăçне пысăклатмалли меслетсене тарăннăн тĕпченĕ. Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ. Тавра пĕлÿçĕ.

Иван Филиппович

ИВАНОВ 1901 çулта Шăмăршăра çуралнă. Омскри ветеринари институтĕнчен вĕренсе тухнă. 1927-1948 çулсенче Омскри, Троицкри, Хусанти аслă вĕренÿ заведенийĕсенче ĕçленĕ. 1948-1971 çулсенче – Мускаври ветеринари академийĕн кафедра заведующийĕ. Биологи наукисен докторĕ. Профессор. 1971 çулта вилнĕ.

Михаил Алексеевич

КОЗЛОВ 1936 çулта Асанкассинче çуралнă. Чăваш Патшалăх педагогика институтĕнче, Ленинградри биологипе энтомологи университетĕнче, аспирантурăра вĕреннĕ. СССР Наукăсен Академийĕн Ленинградри зоологи институтĕнче ĕçленĕ, Раççей Наукăсен Академийĕн Санкт-Петербургри зоологи институчĕн аслă наука сотрудникĕ пулнă. РФ Писательсен союзĕн членĕ. Чăваш Республикин наукăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин Наукăсен Академийĕн академикĕ. Биологи наукисен докторĕ. Профессор. 2006 çулта вилнĕ.

Трофим Константинович

КРЫЛОВ 1897 çулта Патирекре çуралнă. Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçисен участникĕ. Хусан университечĕн медицина факультетĕнче, куç чирĕсен институтĕнче вĕреннĕ. Сталинградри медицина институчĕн куç чирĕсен кафедрин заведующийĕ пулнă. Нумай наука ĕçĕсен авторĕ. Медицина наукисен докторĕ. Профессор. 1946 çулта вилнĕ.

Геннадий Васильевич

КОКУРКИН 1955 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралнă. Чăваш Патшалăх университетĕнче вĕреннĕ, Горькире неврологипе неврохирурги енĕпе специализаци иртнĕ, унтах аспирантурăра вĕренĕвне малалла тăснă. Тĕрлĕ больницăсенче тĕп врач пулса ĕçленĕ. 1998 çултанпа Чăваш Патшалăх университечĕн медицина факультечĕн кафедринче ĕçлет, халĕ - кафедра заведующийĕ. Медицина наукисен докторĕ. Профессор.

Александр Васильевич

КОСМОВСКИЙ 1926 çулта Никишинăра çуралнă. Горькири партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ. КПСС Улатăр райкомĕн сектор заведующийĕ, КПСС Чăваш обкомĕн инструкторĕ, Чăваш ял хуçалăх институтĕнче ассистент, аслă преподаватель, кафедра заведующийĕ пулнă. Чăваш АССР Аслă шкулĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Истори наукисен кандидачĕ. Доцент. 2002 çулта вилнĕ.

Виталий Васильевич

КУЗНЕЦОВ 1935 çулта Кахăрлă Шăхалĕнче çуралнă. Мускаври Г.В. Плеханов ячĕллĕ халăх хуçалăхĕн институтĕнче вĕреннĕ. Ульяновскри техника университечĕн экономикăпа менеджмент кафедрин профессорĕ. Экономика наукисен кандидачĕ.

Николай Петрович

КУЗНЕЦОВ 1936 çулта Хайпăлара çуралнă. Чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ, студент çулĕсенчех тĕпчевсене активлă хутшăннă. Ĕç биографине агрономран пуçланă. Çерем çĕрсене уçнă çĕре хутшăннă. Б.В. Докучаев ячĕллĕ тăпра институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ. Рязанти Патшалăх ял хуçалăх академийĕн кафедра заведующийĕ, 2001 çултанпа – Рязанти Патшалăх педагогика университечĕн лаборатори заведующийĕ. Ял хуçалăх наукисен докторĕ. Профессор.

Александр Семенович

КРИУШОВ 1925 çулта Вырăс Чукалĕнче çуралнă. Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕ. Институт пĕтернĕ. Нумай çул Ленинградри çар академийĕнче преподаватель, Шупашкарти кооператив институтĕнче экономика кафедринче ĕçленĕ. Запасри полковник. Экономика наукисен кандидачĕ. Доцент.

Вололен Фролович

Карчаков 1943 çулта Асанкасси ялĕнче çуралнă. Вăтам пĕлÿ илсе тухнă хыççăн тÿрех çĕршыв тĕп хулине – Мускава çул тытнă. Экзаменсене ăнăçлă тытса 1960 çулта МИСИС студенчĕ пулса тăнă. Унтан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Халĕ вăл техника наукисен кандидачĕ. Мускавра экспертиза наука тĕпчев институтĕнче вăй хурать.

Геннадий Анатольевич

ЛАРИОНОВ 1967 çулта Кивĕ Шăмăршăра çуралнă. Совет Çарĕнче пулнă. Чăваш Патшалăх педагогика институтĕнче, Мускаври Пĕтĕм Раççейри ветеринари санитарийĕпе гигиена тата экологи наукăпа тĕпчев институчĕн аспирантуринче вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш ял хуçалăх академийĕнче преподаватель пулса ĕçлет. Биологи наукисен докторĕ. Профессор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика