22 июня 2011 г.
МАН шутпа, районта телефон справочникĕ питĕ кирлĕ – çакна никам та хирĕçлемест. Мĕншĕн тесен, ватă çынсен кĕсйье телефонĕ çук, пулсан та хăшĕсем унпа усă курма пĕлсех каймаççĕ. Çавăнпа та килти телефон пурри пуриншĕн те лайăх.
Ĕлĕкрех телефон номерĕсен справочникне Шăмăршăрах пичетлетчĕç. Юлашки вара темиçе çул каяллах кун çути курнăччĕ. Унтанпа телефон номерĕсем нумай улшăнса пĕтрĕç, çавна май çывăх çынсем патне те, организацисемпе учрежденисене те шăнкăравласа çитме çук. Инкек-синкек сиксе тухсан – пушшех те.
Эпĕ шутланă тăрăх, абонентсем те, организацисемпе учрежденисем те хăйсен телефон номерĕсене справочнике кĕртме хирĕç пулмĕç.