22 июня 2011 г.
1941 ÇУЛХИ июнĕн 22-мĕшĕ вырсарни кун пулнă, çынсем тутлă ыйхăпа çывăрнă. Хăрушлăх пирки никам та шухăшламан. Çав кун, тул çутăлнă-çутăлман, фашистпа Германи пирĕн çине вăрă-хурахла тапăнса кĕнĕ. Кăнтăрла Совет Союзĕнчи пур радиостанцисем те Аслă Аттелĕх вăрçи пуçланни çинчен хăрушă хыпар пĕлтернĕ. Çĕр-шыври çĕршер пин патриот хăйсен ирĕкĕпе фронта кайма заявлени панă.
Шăмăршăра вăрçă умĕн 140 килĕ пулнă, вĕсенче 560 çын пурăннă.
Вăрçă пуçланнă кун çанталăк шăрăх тăнă, халăх хирте ĕçленĕ. Çынсене чуна сехĕрлентерекен хыпара кăнтăрла çитеспе Василий Тарасов бригадир пĕлтернĕ. Хĕрарăмсемпе хĕрсем тÿрех татăлса йĕме пуçланă, арçынсем ассăн сывланă. Халăх хиртен аннă та, парти райкомĕн çурчĕ умне пуçтарăннă. Кунта репродуктор вырнаçтарнă пулнă, пурте правительство пуçлăхĕ В.М. Молотов пĕлтернине итленĕ. Ĕсĕклесе йĕни, юн ĕçен Гитлера ылханни илтĕнсе тăнă.
Июнĕн 23-мĕшĕ. Фронта пуринчен малтан хăй ĕçлекен тракторпа Григорий Гаранин механизатор тухса кайнă. Ун хыççăн вăрçă çулĕпе тетĕшĕпе шăллĕ – Петрпа Александр Егоровсем, ашшĕпе ывăлĕ Кочкомазовсем – Василий Андреевичпа Михаил Васильевич, тетĕшĕпе шăллĕ Карповсем – Михаилпа Владимир утнă. 1941 çулхи июнь уйăхĕнче вăрçа Шăмăршăран 21 çын хăйсен ирĕкĕпе кайнă, çулталăк тăршшĕпе вара вĕсен йышĕ 74 çынна çитнĕ.
Аппăшĕпе йăмăкĕ Тарасовсем – Анастасия Ивановнапа Анна Ивановна аса илнинчен:
– Пирĕн çемьерен вăрçа Николай, Илья, Григорий, Иван тетесем тухса кайрĕç. Кÿршĕре пурăнакан Алексей Рябов, Егор Васильев тата ыттисем те салтак тумĕ тăхăнчĕç. Вăрçă çулĕсенче мĕн чухлĕ йывăрлăх тÿснине каласа та пĕтерес çук. Колхозра тар юхтарнă, вăкăрпа тата ĕнепе ĕçленĕ, вĕлтĕренпе мăян, крахмал пашалăвĕ çинĕ. Краççын çуккипе хăйă çунтараттăмăр.
Шăмăршăсем Балтика тăрăхĕнчен эвакуаципе килекенсене хăйсен хÿтлĕхне илчĕç. Эвакуированнăйсем вăрман-промхоз общежитийĕнче, Ганюшисен, Гаранинсен, Никифоровсен тата ыттисен çемйисенче пурăнчĕç.
Пĕтĕмпех – фронтшăн, пурне те – Çĕнтерÿшĕн! Акă Шăмăршăра пурăнакансем 1941 çулхи июлĕн 4-мĕшĕнче ирттернĕ митинг резолюцийĕ: "Эпир фашист вăрă-хурахĕсене çĕр çинчен тасатассишĕн пĕтĕм вăя хурăпăр, ĕç тухăçлăхне татах та ÿстерсе çĕр-шыва пур енчен те пулăшăпăр".
Çак сăмахсем тупа сăмахсем пек янăраççĕ. Хăйсен сăмахне шăмăршăсем çирĕп тытнă.