Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шинеллĕ хĕр

22 июня 2011 г.

ПАТИРЕК хĕрĕ Надя Чугунова мĕн ачаран учительница пулма ĕмĕтленнĕ. Пурнăç йывăр пулнине пăхмасăр, Надя Патăрьелĕнчи педтехникумран вĕренсе тухнă. Çак районти Ыхра çырми ялĕнчи шкулта ачасене пĕлÿ пама пуçланă. Учительница, завуч, каярахпа шкул директорĕ пулса ĕçленĕ. Надежда Герасимовна ертсе пыракан коллектив районта çеç мар, республикăра та ырă ĕçсемпе палăрса тăнă.

Н.Чугунова 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшне – Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланнă куна ĕмĕрне те манаймĕ. Хăрушă хыпар чĕрене ыраттарнă, хĕрарăмсемпе хĕрсем, ачасем ĕсĕклесех йĕнĕ. Арçынсем шăлĕсене çыртса чунĕсене хытарнă, Тăван çĕр-шыва хÿтĕлемешкĕн тухса кайма хатĕрленнĕ.

Надьăн икĕ тетĕшĕ те вăрçа кайнă. Вĕсене кура, хĕр çар комиссариатне пынă, хăйне фронта яма ыйтнă. Пĕрре çырать заявлени, иккĕ... Виççĕмĕш хутĕнче Надьăн ыйтăвне тивĕçтереççĕ. 1942 çулхи июнь уйăхĕнче вăл салтак тумĕ тăхăнать. Телефонист -çыхăнуçă тата санитарка ĕçне вĕренсен, чăваш хĕрĕ çапăçакан çарти малти линие çакланать. Воронеж хулишĕн пынă хаяр тытăçусенче пиçĕхет. Степной, Иккĕмĕш Украина тата Пĕрремĕш Украина фрончĕсенче çапăçать. Н.Чугунова телефонистка Украинăна, Молдавие, Румыние, Польшăна, Чехославакие тăшман аллинчен туртса илнĕ çĕре хутшăнать. Курск пĕккинчи хаяр çапăçусене, Днепр, Висла, Одер, Эльба тата ытти юхан-шывсем урлă пысăк çухатусемпе каçнине ветеран хумханса аса илет. Фашистсен тискерлĕхне, вĕсем пĕчĕк ачасене те пере-пере вĕлернине е газ камерисенче минретнине куççуль витĕр аса илсе каласа парать.

Çапăçусенче паттăрлăхпа хăюллăх кăтартнăшăн Н.Чугунова çыхăнуçăна 12 хутчен Верховнăй Главнокомандующи çырупа тав тунă. Çав çырусене Надежда Герасимовна паян кун та тирпейлĕн упрать. Уявсенче кăкăрĕ çине I степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе "Çапăçури паттăрлăхшăн" тата ытти медальсене çакать.

Вăрçă хыççăн Н.Г. Чугунова (Макашина) Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенче ачасене вĕрентнĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн 61 çула пуçтарăнать. Нумай çул хушши шкулта тÿрĕ кăмăлтан ĕçленĕшĕн Надежда Герасимовнана "РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" хисеплĕ знакпа тата Мухтав хучĕсемпе наградăланă.

Хальхи вăхăтра тăхăр вун пĕрте пыракан ĕçпе вăрçă ветеранĕ Патăрьелĕнче пурăнать, кашни çулах çуралнă ялне – Патиреке килсе тăванĕсемпе курнăçать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика