Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аттен вил тăпри умĕнче пуç тайрăм...

22 июня 2011 г.

АСЛĂ ОТЕЧЕСТВĂЛЛА вăрçа пуçлансан "вăрçă" сăмах пырса тивмен пĕр çемье те юлман пулĕ. Çынсем пиншерĕн-пиншерĕн фронта тухса кайнă, нумайăшĕ каялла килĕсене таврăнайман. Вĕсен хушшинче мăйăхĕсем шăтма ĕлкĕреймен çамрăксем мĕн чухлĕ пулнă! Шутлатăн та, чун ыратать, куçсене куççуль капланать...

1963 çултанпа Алтай тăрăхĕнче, Бийск хулинче пурăнатăп, çуралнă ялăмра – Виçпÿрт Шăмăршăра – тăтăшах пулма тăрăшатăп. Мĕншĕн тесен, ман атте те – Андрей Александрович Шарушкин – кунтах кун çути курнă пулнă. Мĕншĕн иртнĕ вăхăтпа калатăп-ха; Сăлтавĕ çук мар.

Атте вăрçă пуçланнă çулах, 1941 çулхи август уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Тепĕр çултан, шăпах çак вăхăтра, вăл тан мар çапăçура паттăррăн пуçне хунă. Гварди аслă сержанчĕ пулнă ман атте. Хăй вăхăтĕнче вăл Шăмăршăри вăтам шкулта вĕреннĕ. Ун пирки В. Урахова "Моя школа" кĕнекинче те çырса кăтартнă.

Çывăх çын – çывăх çынах: нихăçан та асран тухмасть. Пуриншĕн те хаклă çын ăçта ĕмĕрлĕх канăç тупнине (уйрăмах вăрçă вăхăтĕнче) камăн пĕлес килмĕ; Эпир те аттен вил тăприне шыраса тупрăмăр.

Ман атте Калуга облаçĕнчи Поком ялĕ çывăхĕнче пуçне хунă иккен. Халĕ вăл ял сыхланса юлман. Унта, çывăхри ялсенче пуç хунă салтаксене кайран çак облаçри Ульяновск районĕнчи Укомица ялĕнчи тăванла масарта тепĕр хут тирпейлесе пытарнă. Манăн атте те унта юлашки канăçне тупнă.

Çак тăванла вил тăпри çинче пулса курма, аттене асăнса тата вăрçăра паттăррăн пуç хунă салтаксен ячĕпе чечек çыххи хума май килчĕ. Пире вырăнти ял администрацийĕн пуçлăхĕ Лариса Ивановна Грушко тата шкул директорĕ Алексей Александрович Серов, ял çыннисем ăшшăн кĕтсе илчĕç.

Тăванла вил тăприне ял çыннисем пăхсах, тирпейлесех тăраççĕ. Эпир пынă чух та обелиск умĕнче чĕрĕ чечексемччĕ, ĕмĕрлĕх вут çунатчĕ. Обелискăн икĕ енĕпе – паттăрсен вăрăм списокĕсем. Вĕсен хушшинче чăвашсем те сахал мар. Атте хушамачĕ тĕлне çитсен вара куçсем шывланчĕç...

Лăпкăн çывăр, аттемĕр, эпир сана нихăçан та манмăпăр. Манăн ачасемпе мăнуксем те хăйсен аслашшĕпе мăн аслашшĕне асран кăлармĕç. Килте аттен сăн ÿкерчĕкĕ упранать, çакăн пек сăн ÿкерчĕк тăван ялта та пур. Ун çине пăхса, аттеçĕм, сана аса илетĕп...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика