22 июня 2011 г.
Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн XVII отчетпа суйлав конференцийĕ иртнĕ. Конференцие республика Президенчĕ М.Игнатьев, "Единая Россия" политика партийĕн Генеральнăй Совечĕн Секретарĕн çумĕ, РФ Патшалăх Думин ют çĕр-шывсемпе ĕçлекен комитет председателĕ К.Косачев, федерацин Чăваш Республикинчи Тĕп инспекторĕ Р.Тихонов тата ыттисем хутшăннă.
Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» Партийĕн
Чăваш регион уйрăмĕн, унăн политканашĕн 2007-2011 çулсенчи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен "Единая Россия" политика партийĕн регионти политканашĕн секретарĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ М.Михайловский доклад туса панă. Вăл палăртнă тăрăх 4 çулта республикăра парти членĕсем 8 пин çын ÿснĕ, халĕ регионти парти организацийĕ 30500 çынна пĕрлештерсе тăрать. Унăн йышĕнче – рабочисемпе хресченсен, интеллигенцин чи лайăх представителĕсем, экономикăпа социаллă сфера ертÿçисем, тĕрлĕ çулсенчи çынсем. Партин регионти уйрăмĕн, унăн политканашĕн тĕп тĕллевĕ патшалăх, муниципалитет влаçĕсемпе, харпăрлăхăн тĕрлĕ формисемпе ĕçлекен организацисемпе пĕрле республика экономикипе социаллă пурнăçне аталантарасси пулнă, малашне те пулать. Малалла М.Михайловский ку енĕпе республикăра туса ирттернĕ ĕçсем çинче чарăнса тăнă. Чăваш Республикинче 4 çулта 11 çĕнĕ шкул туса лартнă, унчченхи 4 ача садне ачасене çĕнĕрен йышăнмалла хатĕрлесе ĕçе кĕртнĕ. Физкультурăпа спорт комплексĕсем 21 ĕçлеççĕ. Çакнашкал объекта халĕ Комсомольски ялĕнче тăваççĕ. Часах Хĕрлĕ Чутайĕнче, Тăвайĕнче спорт комплексĕсем тума пуçăнаççĕ. Республикăра сывлăха сыхлас учрежденисем хута каяççĕ.
Чăваш Республикин 2020 çулчченхи экономикăпа социаллă аталану Стратегийĕн тĕллевĕсемпе задачисем ăнăçлă пурнăçланаççĕ. Вĕсене туса хатĕрлеме "Единая Россия" политика партийĕн республикăри уйрăмĕ тÿрремĕнех хутшăннă.
К.Косачев конференци участникĕсем умĕнче тухса калаçнă май çакна палăртнă. Часах пуçланакан суйлав кампанийĕ иртнĕ çулхисенчен икĕ сăлтава пула уйрăлса тăрать. Çынсене яланах радикаллă улшăнусем кирлĕ. Иккĕмĕшĕ – çĕнĕ информаци технологийĕсем витĕм кÿреççĕ (Интернетра сÿтсе явни нумай чухне общество шухăш-кăмăлне çирĕплетет). "Единая Россия" парти çак икĕ стереотипа аркатса влаç органĕсем пурте тачă çыхăнса ĕçлессине йĕркелерĕ. Халĕ вăл виççĕмĕш суйлава хăйĕн ятне улăштармасăр хутшăнать. Юлашки 10 çулта эпир лайăхрах пурăнма пуçларăмăр. Анчах çакă пирĕн пурте лайăх тенине пĕлтермест-ха. Малалла халĕччен тунинчен нумай пысăкрах ĕçсем тумалла.
Республика Президенчĕ М.Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче çапла палăртса каланă. Партин хăйне критика енчен пăхмалла. Пĕр вырăнта тапăртатса тăни ним патне те илсе пымасть. Эпир пурте пĕрле пĕр ĕç тăватпăр. Вăл республика çыннисен пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннă. Чăваш Ен бюджечĕ социаллă ыйтусене татса парассипе çыхăннă. Ĕнер анчах Чăваш Республикин Министрсен Кабинетĕнче республика бюджетне улăштарасси çинчен саккун проектне пăхса тухнă. Унпа килĕшÿллĕн республика бюджечĕн калăпăшĕ тата 2 миллиард та 704,9 миллион тенкĕ ÿсет. Çапах та çивĕч ыйтусем çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Вĕсен шутĕнче пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвĕсем, хаксем ÿсни, инфляци, ĕçсĕрлĕх, алкоголизм, наркомани. Вĕсене татса парасси пирĕн пĕрлехи ĕç. Çынсем лайăх улшăнусем пуласса кĕтеççĕ.
Конференци делегачĕсем докладсене сÿтсе явма хутшăннă.
Конференцире партин регионти политканашĕн, унăн Президиумĕн, контрольпе ревизи комиссийĕн йышĕсене суйланă. Партин регионти политканашĕн секретарĕ пулма çĕнĕрен М.Михайловские суйланă.