Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юлашки вĕçев

22 июня 2011 г.

УН ЧУХНЕ эпĕ Пăчăрлă Пашьелĕнчи вăтам шкулта виççĕмĕш класран вĕренсе тухнăччĕ. Анчах вăрçă пуçланнă çулхи каникул пирĕншĕн кану пулмарĕ: йĕкĕтсемпе çар службине юрăхлă арçынсем фронта тухса кайсан ял кунсерен тенĕ пек пушанса пычĕ...

Вăрçă пуçланнă кун та асра юлнă.

Манăн Анюта аппа, Улатăрта вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн, киле таврăннăччĕ. 1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнче вăл пасара кайнăччĕ. Унтан таврăнсан вăл пире фашистла Германи Совет Союзĕ çине тапăнни, вăрçă пуçланни çинчен йĕре-йĕре пĕлтерчĕ. Кăнтăрла иртсенех ялта салтак юрри янăрама тытăнчĕ...

Пирĕншĕн ачалăх пулмарĕ те темелле. Эпир, вĕт-шакăр, аслисемпе тан колхозра ĕçлеме тытăнтăмăр.

Ас тăватăп-ха: 1941 çулхи çулла пирĕн ял çийĕн хĕвел тухăçĕнчен хĕвел анăç еннелле кунсерен тенĕ пекех 50-60 самолет вĕçсе иртетчĕ, моторсен шавĕ таçтан илтĕнсе тăратчĕ. Самолетсем вĕçсе иртнине курсан, хĕрарăмсем саппун вĕçĕпе куçĕсене шăлатчĕç:

– Вăрçа каяççĕ вĕт... Каялла таврăнĕç-ши хăть...

Тепĕр "тÿпе çулĕ" çурçĕртен кăнтăра, Пасна юхан шывĕ урлă выртатчĕ. Ун тăрăх самолетсем сахалтарах, икшер моторлисем вĕçетчĕç. Çитменнине – аялтан тенĕ пекех. Самолетсем çинчи хĕрлĕ çăлтăрсем çавна май лайăхах курăнатчĕç, летчиксем çынсене алă сулса хăварнине те лайăхах асăрхаттăмăр. Ку самолетсем Куйбышева (халĕ Самар) вĕçеççĕ тетчĕç.

1942 çулхи кĕркунне Мулла поселокĕ çывăхĕнче авиакатастрофа пулса иртнĕ, вăрмана самолет ÿкнĕ. Инкек пулнă вырăна чи малтан вăрман касакан виçĕ хĕр çитнĕ. Аманнă летчика асăрханă вĕсем, ăна поселока йăтса çитернĕ. Вăл штурмовик пулнă иккен. Докуменчĕсем тăрăх пилот Павел Федорович Прусаков пулни палăрнă. Шел, аманнă летчика Шăмăрша илсе çитереймен – вăл йывăр суранĕсене пула вилсе кайнă.

Кайран çынсем каланă тăрăх, летчик пĕччен пулман имĕш, нумайăшĕ тÿпере парашютсем асăрханă-мĕн. Анчах, тĕплĕн шырасан та, ытти летчиксене тупма май килмен.

П.Прусаков штурмана поселок хĕрринче, Баскака каякан çул çывăхĕнче пытарнă. Вил тăпри халĕ те лайăх упранать, ăна çынсем пăхсах, тирпейлесех тăраççĕ. Çакăншăн "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн ĕçленĕсене те тивĕçлĕ тав тумалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика