Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çурт – урам илемĕ

24 июня 2011 г.

ХАЙПĂЛАРИ Владимир Антонов 1996 çулта çар службинчен таврăннă хыççăн тăван районта тĕпленсе пурăнма шутланă. Салтак кительне хывсанах вăл районти "Сельхозхимия" пĕрлешĕвĕн дирекцине килнĕ, хăйне ĕçе йышăнма ыйтнă. Водитель удостоверенийĕллĕ йĕкĕте аккумуляторщик должноçне ĕçлеме илнĕ.

Çавна май ăна 4 çултан мастерской заведующийĕ пулма çирĕплетнĕ. Ку должноçра та хăйне лайăх енĕпе кăтартнă. 2004 çулта унăн пурнăçĕнче пысăк улшăну пулса иртнĕ – Шăмăршăри Анна Титовапа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. 2007 çулта Володя Шăмăршăри предприниматель лавккинче, кулленхи таварсем сутакан уйрăмра (вăл унчченхи универмаг çуртĕнче вырнаçнă) сутуçă-консультант пулса ĕçлеме тытăннă. Ырă кăмăллăскер, клиентсене яланах ăшшăн йышăнать вăл, лайăх пахалăхлă, потребителе килĕшекен тавар – телевизор, кĕпе çумалли машина, холодильник, газ плити тата ыттине суйласа илме пулăшать.

Çав çулах Антоновсем, Шăмăршăри Полевая урамĕнчи çĕр участокĕнче çурт лартас тĕллевпе, банкран çăмăллăхлă кредит илнĕ, никĕс ярса хăварнă. Хăйсем ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе (Анна Шăмăршăри "Стройдом" лавккара сутуçăра тăрăшать) тата ашшĕ-амăшĕ пулăшнипе çамрăк çемье силикат кирпĕчпе керамблок туяннă. 2008 çулта Антоновсем çуртăн пĕрремĕш хутнекупаланă, кĕркунне хыр йывăçĕнчен пура пураттарнă. Тепĕр çул çуртăн иккĕмĕш хутне тунă - пурана мăкласа хăпартнă, метал-черепица материалĕпе витсе хăварнă.

2010 çулта строительство ĕçĕсене малалла тăснă, мачча-урай сарнă, чÿрече рамисемпе алăксем вырнаçтарнă. Кĕркуне вара, ашшĕсемпе амăшĕсем пулăшнипе, электричествăпа газификаци монтажĕн ĕçĕсене пурнăçланă, çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнă.

– Тĕпрен илсен, çуртăн иккĕмĕш хутне сайдинг материалĕпе тулашĕнчен илемлетмелли кăна юлнă темелле , – терĕ кил хуçи. – Ку ĕçе вăраха ямăпăр. Халĕ мунча тăватпăр. Пурана мăкласа хăпартнă, çивиттине витетпĕр. Кайран вара, майĕпен тупăштарса пырса, кирлĕ материалсем туянса хапха, вите, лупас ăсталамалла пулать. Ялта унсăрăн епле-ха; Выльăх-чĕрлĕх тытма ĕмĕтленетпĕр. Кун валли условисем пур: кирлĕ чухлĕ утă хатĕрлеме пулать, пахчара çĕр улмисĕр пуçне чĕкĕнтĕр те ÿстерме май пур. Хамăр пахчара пахча-çимĕç те ытлă-çитлĕ акса-лартса çитĕнтеретпĕр, ăна хĕл валли çителĕклĕ маринадласа -тăварласа упрама хуратпăр.

Антоновсен кил-çуртĕнче тирпейлĕхпе тасалăх хуçаланать, пÿрте шыв пăрăхĕпе те çыхăнтарнă.

Упăшкипе арăмĕ пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе пурăнаççĕ. Хĕрачапа ывăл çемьене тулли телей кÿрсе тăраççĕ.

– Тăват-пилĕк çул каялла районти Акатуйра Елена Еремеева ертсе пыракан хĕрарăмсен халăх хорĕ "Шăмăрш Енĕм, тăван Шăмăршă Ен" юрра илемлĕн те мăнаçлăн шăрантарчĕ, – калаçăва малалла тăсрĕ Владимир Валентинович. – Иван Саландаев журналист çырнă юрă сăмахĕсем вара тÿрех тыткăна илчĕç:

Телее шыраса çÿремерĕм,

Ăраскал, юрату ман кунтах.

Шăмăрш Енĕм, тăван Шăмăрш Енĕм,

Эп саватăп сана чунтанах!

"Ку юрра пире тата тăван районтах тĕпленнĕ ытти нумай-нумай çемьене халалласа çырнă ĕнтĕ", – терĕ юнашар итлесе тăракан мăшăрăм. "Паллах", – терĕм эпĕ, Аннăн куçĕнчен ăшшăн пăхса.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика