Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни кун усăллă иртет

24 июня 2011 г.

ВĔРЕНЕКЕНСЕН çуллахи каникулĕн тапхăрĕнче шкулсем çумĕнче лагерьсем йĕркелесси йăлана кĕчĕ. Акă кăçал июнĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа районта ачасен сывлăхне çирĕплетекен 8 лагерь уçăлнă. Вĕсенчен 7-шĕ – профильлисем: 3-шĕ – экологипе биологи, пĕри – краеведени, 3-шĕ – художествăпа эстетика енĕпе. Июнĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа Шăмăршă вăтам шкулĕ çумĕнче нумай профильлĕ смена уçăлнă. Лагерьсенче ачасем куллен 2 хутчен тÿлевсĕрех апатланаççĕ.

Ачасем лагерьте тĕрлĕ вăйăсем выляççĕ, конкурссемпе спорт ăмăртăвĕсенче тупăшаççĕ, хаваслă уявсене, тĕнче курăмне анлăлатма пулăшакан викторинăсене хутшăнаççĕ. Вĕренекенсен ÿт-пĕвне пиçĕхтерессине, шыв процедурисене те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Шăмăршăри "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕнчи ишмелли бассейна ачасем çу тăршшĕпех килме пултараççĕ.

Вĕренекенсене çул-йĕр правилисене хăнăхтарас тĕллевпе конкурссемпе вăйăсем йĕркелени те питĕ вырăнлă. Шыва кĕнĕ чухне хăйсене мĕнлерех тытмаллине те вĕрентеççĕ. Инкек пулас-тăвас пулсан, малтанхи медицина пулăшăвĕ парас хăнăхăва та илеççĕ.

Хушма вĕрентÿ учрежденийĕсем – Шăмăршăри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ, Ача-пăча искусство шкулĕ, "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕ ачасен кăнтăрлахи апачĕ хыççăнхи канăвне йĕркелес тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.

"Чăваш вăрманĕ" наци паркĕн ĕçченĕсем "Чăваш вăрманĕн вăрттăнлăхĕсем" ятпа экологи похочĕсем йĕркелеççĕ.

Аслă классенче вĕренекенсем валли 120 ĕç вырăнĕ туса параççĕ. Вĕсене ĕçленĕшĕн ĕç укçи тÿлеççĕ.

Ачасен çуллахи канăвĕ усăллă та интереслĕ ирттĕр тесе педагогсем пĕтĕм вăя хурса ĕçлеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика