24 июня 2011 г.
ÇАМРĂКСЕМ ялтах юлма тăрăшни – чăннипех ырламалла пулăм. Ху çуралса ÿснĕ тăрăхрах тĕпленнине мĕн çиттĕр! Ĕçлес текен çыншăн ялтах ĕç сахал мар – ан ÿркен кăна!
Чукал çамрăкĕсем – алă усса лараканнисем мар. Юлашки вăхăтра, сăмахран, йĕкĕтсем çурт е мунча пури пуралама ăсталанса çитрĕç. Кирлех пулсан, заказпа та пураса параççĕ – размерне çеç калăр.
Кăçал Владимир Губанов çамрăк ял çыннисене самаях пысăк пулăшу пачĕ, хăйĕн тракторĕпе анкартисене сухаласа çăмăллăх кÿчĕ. Унăн ылтăн аллисенче пуртăпа çава та выляса çеç тăраççĕ. В.Губанов ял çыннисене утă çулса пулăшма та хатĕр.
Владимир Сарандаев, Сергей Бибуков, Александр Симурзин, Геннадий Безруков, Федр Еремеев, Вячеслав Макеев пирки те Чукалсем ырласа çеç калаçаççĕ. Нихăçан та ÿркенсе, турткалашса тăмаççĕ вĕсем.
– Ялтан кайма шухăшламастпăр та, – теççĕ маттур çамрăксем. – Пире тăван тăрăхрах лайăх!