Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăмăршăсем – ученăйсем, тĕпчевçĕсем

24 июня 2011 г.

(Малалли. Пуçламăшĕ 69-70, 72-73 номерсенче.)

Иван Константинович ЛУКЬЯНОВ 1889 çулта Шăмăршăра çуралнă. Чĕмпĕрти гимназире, Хусан университетĕнче вĕреннĕ, Пĕрремĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă. 1921 çулта Чăваш АССР сывлăха сыхлас ĕç комиссарĕ пулма çирĕплетнĕ. Хусанти врачсен ăсталăхне ÿстерекен институт хыççăн унтах социаллă гигиена кафедрин аслă ассистенчĕ пулса ĕçлеме тытăннă, 1948 çулччен кафедра заведующийĕ пулнă. Тутар АССР наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ. Медицина наукисен докторĕ. Профессор. 1958 çулта вилнĕ.

Дмитрий Васильевич ЛЕОНТЬЕВ 1982 çулта Шăмăршăра çуралнă. Чăваш Патшалăх университетне хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ, Мускаври Тушино клиника больницин ординатуринче, Раççейри Медицина Наукисен Академийĕн аспирантуринче вĕреннĕ. Шупашкарти ача-пăча больницин реанимаци уйрăмĕнче врач-педиатр пулса ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра Тушинори ача-пăча клиника больницин врач-реаниматологĕ. Медицина наукисен кандидачĕ.

Николай Васильевич МАЛОВ 1950 çулта Виçпÿрт Шăмăршăра çуралнă. Техникумра, Чăваш Ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ. Ял хуçалăх производствин организаторĕ. Çĕнĕ Шупашкарти кайăк-кĕшĕк фабрикин тĕп зоотехникĕ, Кÿкеçри кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ пулнă. Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ. 2001 çулта вилнĕ.

Тимофей Матвеевич МАТВЕЕВ 1884 çулта Палтиелĕнче çуралнă. Чăваш чĕлхин тĕпчевçи. Чĕмпĕрти чăваш шулĕнче, Тĕн академийĕнче, Хусан университечĕн вырăс-славян чĕлхисен уйрăмĕнче, аспирантурăра вĕреннĕ. Учительте, Чăваш АССР наукăпа тĕпчев институтĕнче, Шупашкарти педагогика институтĕнче ĕçленĕ. 1936 çулта сăлтавсăр репрессиленĕ, 1956 çулта таса ятне тавăрнă. Нумай-нумай наука ĕçĕсен, вĕрентÿ пособийĕсемпе учебникĕсен авторĕ, Н.И. Ашмаринăн 17 томлă словарьне редакцилеме хутшăннă. 1939 çулта вилнĕ.

Олег Николаевич МАТВЕЕВ 1948 çулта Шăмăршăра çуралнă. Совет çарĕнче пулнă. Мускаври СССР КГБ аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Сингапурта стажировкăра пулнă, унта китай чĕлхине вĕреннĕ. 1977 çултанпа ФСБ академийĕн тухăç чĕлхисен уйрăмĕн деканĕ пулнă. Полковник. Юридици наукисен кандидачĕ. 2000 çулта вилнĕ.

Фердинант Керимович МУХАМЕТЗЯНОВ 1950 çулта Палтиелĕнче çуралнă. Вăтам шкула кĕмĕл медальпе пĕтернĕ. Чăваш Патшалăх педагогика институтĕнче, аспирантурăра вĕреннĕ. Шкул директорĕ пулнă. Хусанти университетра ĕçленĕ. РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Педагогика наукисен докторĕ.

Людмила Петровна МУРАВЬЕВА (ЖУРАВЛЕВА) 1950 çулта Васанта çуралнă. Горькири медицина институтĕнчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра РФ ФСБăн Чулхулари академийĕн кардиологи факультетĕнче ĕçлет. Медицина наукисен кандидачĕ. Доцент.

Александр Николаевич НИКОНОРОВ 1947 çулта Ирçе Тĕккинче çуралнă. Хусан Патшалăх университечĕн химипе технологи факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Инженер-технолог. Химипе технологи наукисен докторĕ. Хальхи вăхăтра Дзержинск хулинче ĕçлесе пурăнать.

Валентина Михайловна НИКИФОРОВА 1952 çулта Шăмăршăра çуралнă. Ленинградри Патшалăх университечĕн финанспа экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Санкт-Петербургри Невски чĕлхепе культура институчĕн уйрăм заведующийĕ.

Техника наукисен кандидачĕ.

Николай Степанович ПАВЛОВ 1905 çулта Виçпÿрт Шăмăршăра çуралнă. Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче, Хусанти педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Литературовед-тĕпчевçĕ. Вăтам шкулсенче учительте, ЧАССР Министрсен Совечĕ çумĕнчи Наукăпа тĕпчев институтĕнче, Шупашкарти педагогика институтĕнче ĕçленĕ, аслă наука сотрудникĕ, сектор заведующийĕ пулнă. Филологи наукисен кандидачĕ. Доцент. 1970 çулта вилнĕ.

Анатолий Алексеевич ПАВЛОВ 1934 çулта Пуянкассинче çуралнă. Хусанти ветеринари институтĕнче, Хусанти ял хуçалăх институчĕ çумĕнчи аспирантурăран вĕренсе тухнă. Хусанти ял хуçалăх институчĕн доценчĕ, экономикăпа кибернетика факультечĕн ертÿçин ĕçĕсене пурнăçлаканĕ, Чăваш ял хуçалăх институчĕн экономика кафедрин доценчĕ, кафедра заведующийĕ, 2006 çултанпа – асăннă кафедра профессорĕ. Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.

Николай Дмитриевич ПОЛЯКОВ 1950 çулта Васанта çуралнă. Чăваш Патшалăх педагогика институтĕнчен физикăпа математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, çавăнтах ĕçлеме тытăннă. 1989 çултанпа Чăваш Патшалăх университечĕнче математика кафедринче тăрăшнă. Çĕр ытла наука ĕçĕсен, методика пособийĕсен авторĕ, нумайăшĕ Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсенче пичетленнĕ. Физикăпа математика наукисен кандидачĕ. Доцент. Шел, вăл 2011 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче вăхăтсăр пиртен уйрăлса çĕре кĕчĕ.

Валентина Викторовна ПЧЕЛКИНА (ВАНЮШИНА) 1936 çулта Энтĕрьелĕнче çуралнă. Шупашкарти педагогика институтĕнче, Горькири партин аслă шкулĕнче, Горькири патшалăх университечĕ çумĕнчи аспирантурăра вĕреннĕ. Учительте, Сĕнтĕрвăрри КПСС райкомĕн секретарĕнче, Чăваш Патшалăх университетĕнче доцентра ĕçленĕ, халĕ экономика теорийĕн кафедринче вăй хурать. Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ. Экономика наукисен докторĕ. Профессор.М.ЗАХАРОВ, тавра пĕлÿçĕ. (Малалли пулать.)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика