Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркомани – хăрушă чир

24 июня 2011 г.

РАÇÇЕЙРЕ – 2,5 миллиона яхăн наркоман. Официаллă кăтарту çавнашкал. Анчах та чăнлăх статистикăра палăртнинчен уйрăлса тăрать, мĕншĕн тесен унта наркологи центрĕ шута илменнисене кĕртмен. Вĕсем больницăна çÿремесĕр хăйсем валли шăтăк алтаççĕ. Çынсем пĕрре наркăмăш тутансан чарăнаймаççĕ, çавăнпа çак цифрăна темиçе хут хутламалла.

Юлашки çулсенче наркоманирен вилекенсен шучĕ 15 хут ÿснĕ. Вĕсен 70 : – 30 çула çитмен çамрăксем. Юлашки пилĕк çулта наркотик тутанма пуçланисен хушшинче 11 çултисем нумайланнă. Ашшĕпе амăшĕ умрине курмаççĕ, ачасене пырса тивекен хăрушлăха йышăнма килĕшмеççĕ, шкулта вĕренекенсене тестпа усă курса тĕрĕслесрен вăтанаççĕ, мĕншĕн тесен ача наркоман пулнăшăн намăс. Çак хăрушлăх влаç йышăнăвне кĕтмесĕрех ывăл-хĕрĕ лабораторие илсе кайса анализ пама хистемелле пек, анчах сехĕрленекен çукпа пĕрех.

Раççейре çулталăкра наркоусламçăсенчен 50 тонна наркотик шыраса илеççĕ. Вĕсене турттарнăшăн, сарнăшăн 48 çĕр-шыв – Таджикистанран, Литваран пуçласа Нигери, Ангола, Заир таран – курьерне тытса чарнă. Аякри тăшманпа кĕрешнĕ вăхăтра çывăхрине асăрхамастпăр. Сирĕн çурт çывăхĕнче талăксерен "шурă вилĕмпе" суту-илÿ тăваççĕ. Симĕс хĕрес хывнă аптекăсем ыратăва вăхăтлăха чаракан эмелсене килограмĕ-килограмĕпе парса яма хатĕр.

Интернетра 8-10 тĕрке "Пенталгин", "Каффетин", "Коделак", "Солпадеин", "Нурофен" сутакан аптека адресĕ туллиех. Çак хатĕрсемпе усă курма вĕрентекен сайт та самай. Анчах дезоморфин сиенĕ пирки унта пĕр сăмах та каламан. Наркомансем тепĕр 6 уйăхран "чĕрĕ виле" пулассине пĕлсен, тен, кодеинлă препаратпа "вĕçтерекен" шĕвек хатĕрлеместчĕç те. Чĕрĕллех çĕрекене тухтăрсем ниепле те пулăшаймаççĕ. Çамрăксене тата нумай пĕлесшĕн çунакансене эпир çак йывăрлăхран çăлма пултаратпăр. Курупкасене виçесĕр сутакан фармацевтсене айккинчен сăнаса тăмалла мар. Çак чир сирĕн çемьене пырса тивмест тесе ан шухăшлăр. Тен, халĕ кÿршĕ аптекăра тĕпренчĕкĕре асăннă эмелсен тĕркине тыттараççĕ.

Экспертсем пĕлтернĕ тăрăх – кодеинлă препаратсен 2Ÿ3 пайĕнчен дезоморфин хатĕрлеççĕ. Çакă – обществăн çĕнĕ суранĕ. Çын вăйсăрлăхĕ, хавшаклăхĕ çинче укçа тăваççĕ. Анчах пурнăçра йăлтах нухратпа виçеймĕн. Этем пурнăçне татса пухнă юнлă укçапа пуяймăн.

Паллах, кодеинлă препаратсене сутнăшăн явап тыттарас ĕçе влаçăн саккун тăвакан тата ăна пурнăçлакан тытамĕсенчен сирме юрамасть. Ыратăва вăхăтлăха чаракан эмелсене рецептсăр сутас йĕркене тепĕр хут пăхса тухмалла. Саккунсем пур енлĕн тивĕçтерсен те пурнăçланмаççĕ. Никамăн та айккинче тăмалла мар! "Сÿрĕксенчен хăрамалла – вĕсен чĕмсĕрлĕхне пула çĕр çинче сутаççĕ, вĕлереççĕ", – тенĕ Бруно Ясенский. Обществăна наркоманипе кĕрешме явăçтарасси – паянхи çивĕч ыйту. Патшалăх, çемье, уйрăм çынсем пĕрлешсен çеç çак хăрушлăха çĕнтерме пултарăпăр, унсăрăн ачасене çухатăпăр, тăван çĕр-шыва пуласлăхсăр хăварăпăр!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика