24 июня 2011 г.
ПĔРРЕХИНЧЕ икĕ юлташ пĕр-пĕринпе тĕл пулаççĕ те калаçу пуçараççĕ.
– Ванюк! Сана курманни чылай. Ку тĕл пулăва "çуттипе" паллă тусан татах та аванрах. Ман шухăшпа килĕшетĕн-и эсĕ; – ыйтуллăн тинкерет Алексей.
– Мĕншĕн хирĕçлес; Ман кĕсъере тулькĕш нухрат тени çук, çавăнпа эрех те илейместĕп.
– Кулянма кирлĕ мар, эпĕ çĕр çинче пурăннă чухне эсĕ нихçан та пĕтмĕн. Атя ман пата.
Хайхискерсем калаçа-калаçа малалла лăпăстатаççĕ. Пÿртне кĕрсе пăхаççĕ – никам та çук. Меллĕ самантпа усă курса пĕлĕт курми пуличченех лĕрккеççĕ эрехе. Çавăнтах çывăрса каяççĕ. Ирхине куç уçсан кухньăна кĕрсе пăхаççĕ – кĕленчесем пуш-пушă, тĕпĕнче пĕр тумлам та юлман.
– Тавтапуç сана хăна тунишĕн. Тепрехинче манран тухтăр! Эпĕ вара каям, – тет сывпуллашнă май Ванюк.
Арçын урама тухать, утма çулпа хăйĕн ялĕ енне таплаттарать. Темиçе утăм ярса пусать кăна, унран инçех мар кĕленче выртнине курах каять. Пушă та мар иккен вăл, туллиех.
–Телей-тăк, телей, – хĕпĕртесе ÿкет Ванюк.
Пуçа çĕмĕрсе тăмасть тек, юлташĕ патне каялла каять.
Килĕштернĕ хĕре хăйĕнчен вĕçертмен
ЧЫЛАЙ пулатчĕ юлташăма курманни. Пĕр кунхине хамăн ĕçсемпе хулана кайнăччĕ те хаçат-журнал сутакан киоск патĕнче палланă çын тăнă пек туйăнса кайрĕ. Патне çывхартăм. Чăнахах та юлташăм Василий иккен. Хăй сисмерĕ-ха ун çумне пырса тăнине. Çапах та сăмах хушма тăхтарăм, хулпуççинчен хуллен кăна тĕкрĕм. Черетре тăраканскер, картах сикрĕ. Иксĕмĕрĕн куçсем пĕр-пĕринпе тĕл пулсан хĕвел пекех çиçсе илчĕç. Юлташăм черет çитессе кĕтсе тăмарĕ, айккинелле пăрăнчĕ. Темиçе çул курманскерсемшĕн каласа памалли сахал тетĕр-и; Иртни патне таврăнтăмăр, хальхи патне çитрĕмĕр.
– Çемьеллĕ пулĕ эсĕ; – ыйтрăм унран.
– Çапла, виçĕ çул каялла шутламан çĕртенех çемьеллĕ пултăм, – сăмах çăмхине сÿтрĕ Хĕветĕр. – Вăт, тимлĕ итле, пĕррехинче пирĕн ял хĕрĕ хуларан хăйпе пĕрле канмалли куна юлташне илсе килчĕ. Çулсемпе пит çамрăках мар пулин те клуба, ташă каçне тухнăскер, палламан хĕре çийĕнчех асăрхарăм. Вальс кĕвви янраса кайсан ташлама чĕнтĕм. Анчах манăн чĕлхе-çăвар яка мар-ха, ăшă сăмахсем каласа илĕртесси пирки ан та шутла. Çук, сăмах пуçарасси пулмарĕ, ăна ăсатма та урăххи кайрĕ. Тепĕр кунхине, кăнтăрла тĕлне, хăнана килнĕ хĕре çăл патĕнче асăрхарăм. Ун-кун пăхкаласа илтĕм, шыв ăснă çĕре пырса тăтăм, ыталаса тытрăм, сăмсинчен юн тухмалла çыртрăм. Килĕштерсе пăрахнăран урăх каччăсем хитре хĕр çине ан пăхчăр тесе шутларăм-çке эпĕ. Ман умра тăракан пике йĕрсе ячĕ. Лăплантарма тытăнтăм, качча илессе те пĕлтертĕм. Килĕшмелли çеç юлчĕ вара унăн.
– Мĕнех, тĕрĕс тунă. Атту сан алла те лекетчĕ-ха вăл, – юлташăм майлă пултăм эпĕ.