Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укол йĕрĕ, кăвакарнă ÿт

24 июня 2011 г.

НАРКОМАНА уйăрса илме пулать-ши; Паллах, вăл тыткаларăшĕпе, сăнĕпе ыттисенчен урăхларах курăнать.

Шприцпа тирĕнекенсене шуранка сăн, чарăлнă е путса кĕнĕ хĕрелнĕ куç, ерипен калаçни сутаççĕ. Тимлĕрех пăхсан алли-ури итлеменни – хусканăвĕсем арăш-пирĕш пулни - сисĕнет.

Вăл мĕн пулса иртнине тимлĕ сăнаймасть. Уншăн пулсан - ик айкки те тăвайкки. Килтен ним сăлтавсăрах тухса каять. Вăл пĕр-пĕр пулăм пирки нумай вăхăт шухăшласа лараймасть. Тимлĕх çухалнине пула хушнă ĕçе манать. Аслисем асăрхаттарнине йышăнмасть, тавлашăва кĕрет.

Кĕске самантрах кăмăл темиçе тĕрлĕ улшăнни те аслисене сисчĕвлентерме тивĕç. Ача укçа ыйтать, кил-çуртран хаклă япаласене йăкăртать. Ун патне палламан çынсем шăнкăравлаççĕ. Тĕпренчĕкĕр сасартăк ырханланать е виçерен ытлашши çиет, шала кайнă ÿслĕкпе нушаланать пулсан унпа чуна уçса калаçмаллах.

Укол йĕрĕсем, ÿте каснă е кăвакартнă вырăнсем, хутран ăсталанă пăрăхсем, пĕчĕк кашăк, кĕленче савăт тупсан специалистсемпе канашлăр, ачана çак авăртан çăлмашкăн пулăшу ыйтăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика