Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чаплă иртрĕ Республика кунĕ

29 июня 2011 г.

ÇĔрпŸ районĕнче Республика кунĕ ячĕпе çулленхи "Уй кунĕ" курав йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Аграри форумне Раççейĕн 15 регионĕн специалисчĕсем, ял хуçалăхĕн инноваци техникипе тата оборудованийĕпе, вăрлăхпа, ÿсен-тăран хÿтĕлĕвĕн им-çамĕпе, минерал удобренипе тивĕçтерекенсем федерацин Атăлçи регионĕнчен йышлăн пуçтарăннă. Куравра – 100 ытла хальхи машина.

Экспозицие уçнă май Михаил Игнатьев Çĕрпÿсене, унăн хăнисене уяв ячĕпе саламларĕ, "Уй кунĕ" пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли вырăн тата ытти регион партнерĕсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркелемелли мел пулнине палăртрĕ.

Президент Раççей ял хуçалăх академийĕн "Колос" предприятийĕн уйĕсемпе паллашрĕ, вĕсене пысăк хак пачĕ.

Республика кунĕ ячĕпе Çĕрпÿсене пысăк парне кÿчĕç – кунта ял хуçалăх пасарĕ уçăлчĕ. Ăна çулталăкрах туса лартнă. 240 тăваткал метр лаптăкра 10 павильон халăха апат-çимĕçпе тивĕçтерме тытăнчĕ.

... Республика кунне Çĕрпÿре чаплă лару-тăрура уçрĕç: район çыннисемпе хăнисем пултарулăх коллективĕсен театрализациленĕ концертне, "Раççей çăл куçĕсем" фестивале килнисен юрри-çеммипе савăнчĕç. Ярмăркка тÿремĕнче "Манăн Республика кунĕ" фотокурав чылайăшне тыткăнларĕ. "Этнографи ялĕпе" – районти ял тăрăхĕсен экспозицийĕсемпе Президент кăмăллăн паллашрĕ, "Ылтăн алăсем" куравра халăх ăстисен ĕçне тыта-тыта пăхса хакларĕ.

Президент Чернобыль АЭСĕн катастрофине пĕтерме хутшăннисене, ял хуçалăх ĕçченĕсене патшалăх наградисем пачĕ.

Михаил Игнатьевпа РФ Патшалăх Думин комитет председателĕ Константин Косачев Тихвин ярмăрккинче пулчĕç, сутуçăсен таварĕпе паллашрĕç. Словаки Республикин Раççейри чрезвычайлă тата полномочиллĕ посолĕ Йозеф Мигаш Тихвин ярмăрккинче пулнă май пирĕн халăхăн йăли-йĕркине пысăк хак парса чăваш хутлăхне тăтăшах килес килнине, чунĕ туртнине пĕлтерчĕ.

х х х

...Халăх пултарулăхĕн Пĕтĕм Раççейри "Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕ – Республика уявĕн тĕп саманчĕсенчен пĕри. Вун тăххăрмĕш хут иртрĕ Чăваш Енре.

Кăçалхи уява Раççейĕн 24 регионĕнчен 27 колектив тата Беларуç Республикипе Иран Ислам Республикинчен виçĕ ушкăн килнĕ. Çав шутра – Иранри халăх ташшисен "Сахра", Беларуçри "Щедрица" тата "Хамăр ял" ансамбльсем, Дагестан, Калмăк, Пушкăртстан, Мордва, Мари Эл, Карели республикисемпе Ульяновск, Псков, Липецск, Белгород... облаçĕсенчи коллективсем.

Фестивале савăнăçлă лару-тăрура уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Халăхсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ытти хăна хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев Президент республика наградисемпе те чысларĕ. Халăх музыка пултарулăхне аталантарас тĕлĕшпе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Чăваш Республикин Хисеп грамотипе "Карагод" фольклор анмсамблĕн ертÿçине – Мускав патшалăх культурăпа искусствăсен университечĕн кафедра заведующине Евгения Засимовăна наградăларĕ.

"Раççей çăл куçĕсем" фестивалĕн шанчăклă тусĕсем татах пур. Сăмахран, Чукча-эскимос патшалăх "Эргырон" ансамблĕ кăçал Шупашкара 13-мĕш хут килнĕ, Ульяновск облаçĕнчи вырăс юррисен "Волгари" халăх ансамблĕ – 11 хут, Ярославль облаçĕнчи "Чарочка" – 10 хут.

Уява чăваш халăхĕн йăли-йĕркипе, унăн мухтавлă ывăлĕпе Андриян Николаев космонавтпа паллаштаракан театрализациленĕ пролог уçрĕ. Шупашкар çыннисемпе унăн хăнисене Республика кунĕпе Пĕтĕм тĕнчери космос станцийĕнчен те салам янă. Унтан ятарласа хатĕрленĕ сцена çине профессионал тата хăй тĕллĕн вĕреннĕ артистсем тухрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика