Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тирпейлĕх район чысне çĕклет, тасамарлăх – ята ярать...

29 июня 2011 г.

ШĂМĂРШĂ район Пухăвĕн депутачĕсен 2010 çулхи июнĕн 7-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларăвĕнче производствăри тата кил-çуртри тасамарлăхпа çÿп-çапа тирпейлес тĕлĕшпе 2011-2015 çулсем валли тĕллевлĕ программа йышăннăччĕ.

Унпа килĕшÿллĕн ятарлă свалкăна йĕркене кĕртме, ТБОн çĕнĕ полигонне тума, халăхран çÿп-çаппа тасамарлăха пуçтарассине йĕркелеме республика бюджетĕнчен 13 миллион тенкĕ уйăрма пăхнă. Хальлĕхе çак укçан 105 пин тенки района килнĕ. Районти 31 ялта çÿп-çап пуçтарса свалкăна турттарса тухма ятарлă вырăнсем палăртнă.

Шутласа пăхнă тăрăх, районта çулталăк тăрăшшĕпе вăтамран 1000 тонна производство каяшĕпе тасамарлăх пуçтарăнать. Çак тасамарлăха централизациленĕ майпа Шăмăршăри свалкăна турттараççĕ.

Шел пулин те, Шăмăршăра тата ялсенче тулса тăкăнакан контейнерсене тăтăшах асăрхама пулать. Уйрăмах канмалли кунсемпе уявсем вăхăтĕнче вĕсене пушатассине йĕркелемеççĕ. Çакăншăн тÿрремĕнех явапли – "Коммунальник" ОАО – районти тирпейлĕхшĕн хыпса çунни сисĕнмест.

Шăмăршăри свалкăн санитарипе техника тĕлĕшĕнчи лару-тăрăвĕ те тивĕçтермест: территорие пÿлсе илмен, кунта çĕр айĕнчи тата çĕр çийĕнчи шыв пахалăхне тата сывлăш тасалăхне тĕрĕслесе тăмаççĕ.

Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те тирпей-илемшĕн чунтан тăрăшни палăрмасть. Паян "Чи тирпейлĕ ял", "Чи таса урам" ята тивĕçлисене тупма йывăр.

Çав-çавах саккунсăр свалкăсем тĕл пулаççĕ, ял поселенийĕсен пуçлăхĕсемпе депутатсем халăх хушшинче ăнлантару ĕçне çителĕксĕр туса пыраççĕ.

Ятарлă лицензи илменнипе, «Коммунальник» ООО çÿп-çап турттарнăшăн ял халăхĕнчен те укçа пуçтараймасть. Çапла вара экономика тĕлĕшĕнчен пысăк тăкак тÿсет. Тепĕр чух çÿп-çап турттаракан автомашина валли бензин туянма та укçа тупаймаççĕ.

Çак тата ытти çитменлĕхсене Шăмăршă районĕн санитарипе эпидемиологи комиссийĕн тунти кун пулса иртнĕ ларăвĕнче çивĕч çĕклерĕç, район центрĕнче тата ялсенче çывăх вăхăтрах тирпей-илем тумаллине палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика