29 июня 2011 г.
ЮЛАШКИ вăхăтра пирĕн районта эрех ĕçнипе кĕрешес ĕç кăштах вăйланни курăнать. Анчах алкоголь тыткăнне лекнисем йышлă-ха. Чылайăшĕ лавкка эрехне кăна мар, сăмакуна, ытти юрăхсăр шĕвеке те тиркесе тăмасть.
Сăмакунра организмшăн питĕ сиенлĕ япала нумай. Çав шутра сивуш çăвĕ текен наркăмăш пур, вăл ÿте хăй хальлĕн лексен çунтарсах ярать. Эрех вырăнне мĕн ĕçмеççĕ пулĕ: сăмакун, одеколон, лосьон, денатурат, япаласене ирĕлтерекен е кантăк тасатмалли шĕвек, тĕрлĕрен спирт, лак, политура... Çак шĕвексемпе халăх хуçалăхĕнче, килте анлăн усă кураççĕ, çавăнпа та вĕсем яланах ал айĕнче.
Алкоголизмпа аптăракансем вара мухмăр-сухмăр вăхăтĕнче, чăтаймасăр, сывлăха пысăк сиен кÿрекен çак шĕвексене ĕçеççĕ, вилме пултарасси пирки аса та илмеççĕ.
Сăмакун, денатурат ĕçсен çын хăвăрт ÿсĕрĕлет, анчах часах урăлаймасть, ухмах çын пек çÿрет. Хăшĕ-пĕрисем пуç, вар-хырăм ыратнипе аптраççĕ. Пĕрмаях денатурат ĕçекенсен апат хуранĕ, пĕвер, пÿре, чĕре юрăхсăра тухаççĕ.
Одеколон, лосьон, тĕрлĕрен спирт ĕçекен çынсен вара чи малтанах пуç мими нуша курать. Çак шĕвексем малтанах çын кăмăлне самантлăха çĕклеççĕ, анчах кайран урăхла асапсем пуçланаççĕ: пуç, вар-хырăм ыратать, вăй пĕтет, пурнăçран уйрăлса каяс шухăш çуралать. Нумайăшĕн куç курми, хăлха илтми пулать, çитменнине куçа тем те пĕр курăнса аташтарма тытăнать.
Çак шĕвексем сывлăха хавшатнипе пĕрлех çемьене те аркатаççĕ. Акă - темиçе тĕслĕх.
ЕЛЕНА хĕрĕх çулта, ялта пурăнать. Упăшки, хĕрĕх пиллĕкри арçын, эрех ĕçнипе сывлăхне самаях хавшатнăран нумаях пулмасть çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ, пилĕк ачине тăлăха хăварчĕ. Елена хăй те черккене кăмăллать. 19 çулти аслă ывăлĕ, ашшĕ-амăшĕ эрех ĕçнине курса ÿснипе-ши, вĕсен çулĕ çинех тăчĕ. Икĕ эрне пĕр чарăнмасăр ĕçнĕ хыççăн республикăри наркологи диспансерĕн уйрăмне куçа тем те курăннипе лекрĕ.
Аллă тăваттăри НИКОЛАЙĂН арăмĕ çулталăк каялла эрехрен уйрăлаймасăрах вилсе кайрĕ, виçĕ ачине тăлăха хăварчĕ. Юрать-ха, аслă хĕрĕ çемье çавăрма ĕлкĕрнĕ. Вăталăхĕ те шкул пĕтернĕ хыççăн килтен "вĕçсе" тухса кайнă. Анчах та вун иккĕри кĕçĕн ывăлĕ ашшĕпе пĕрле пурăнать, Николайăн вара урă кунĕсем çукпа пĕрех.
Вăтăр пиллĕкри ВЛАДИМИР халĕ те авланман, эрех-сăрапа иртĕхнипе авланас шухăшĕ те çук. Пĕвер чирĕпе чирлесе больницăра темиçе те выртса тухрĕ. Çав-çавах ĕçет, чирĕ шала кайсах пырать. Тухтăр çырса панă эмелсене аптекăра туянаймасть.
Юлашкинчен çакна палăртмалла. Нумайăшĕ алкоголизмпа чирленĕ çынсем пирки ĕмĕрлĕхех юрăхсăра тухнă тесе иккĕленет. Хăшĕсем инкекпе кĕрешме юмăç карчăкĕсем патне каяççĕ, теприсем асамлă эмелсем шыраççĕ, анчах... кун хыççăн та улшăнусем çуккине курса аллисене усаççĕ.
Пулăшу шыраса таçта çÿреме кирлĕ мар, Шупашкара республикăри наркологи диспансерне килни усăллăрах пулĕ. Эрех серепине лекнĕ çыннăн сипленес кăмăлĕ пултăр кăна. Диспансерти врачсем хальхи çĕнĕ меслетсемпе сиплесе пурнăç телейне тавăрса парĕç. Диспансер адресĕ: Шупашкар хули, Пирогов урамĕ, 6-мĕш çурт.