29 июня 2011 г.
(Малалли. Пуçламăшĕ 69-70, 72-73, 75-76 номерсенче.)
Владимир Георгиевич
ПЕТРОВ 1952 çулта Çĕнĕ Тăрăнта çуралнă. Мускаври физикăпа техника институтне пĕтернĕ, аспирантурăра вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Мускаври Наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçлет. Физикăпа математика наукисен кандидачĕ.
Анатолий Васильевич
ПЕТРОВ 1932 çулта Патирекре çуралнă. Çарта пулнă, Венгрири событисене хутшăннă. Шупашкарти ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне пĕтернĕ, Патăрьел районĕнчи производство управленийĕн тĕп агрономĕ, кайран Немчиповкăри производствăпа опыт хуçалăхĕнче селекципе вăрлăх енĕпе ĕçлекен наука сотрудникĕ пулнă. Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ.
Вячеслав Валентинович
ПЕЧНИКОВ 1966 çулта Шăмăршăра çуралнă. Вăтам шкул хыççăн Афганистанра интернационалла тивĕçе пурнăçланă. Çартан таврăнсан Мускаври П.Лумумба ячĕллĕ Халăхсем хушшинчи институтран вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра – Мускаври юридици корпорацийĕн президенчĕ. Юридици наукисен кандидачĕ.
Николай Николаевич
ПУШКАРЕНКО 1975 çулта Саратов облаçĕнче çуралнă пулин те, 1977 çултанпа унăн ачалăхĕ, çамрăклăхĕ Карапай Шăмăршăра иртнĕ. Вăл ялти вăтам шкула пĕтернĕ, Йошкар-Олари Мари Политехника институтĕнче, аспирантурăра вĕреннĕ. 1999-2004 çулсенче хăй пĕлÿ илнĕ институтрах ассистент, аслă преподаватель, доцент пулса ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра – Мускав Патшалăх университечĕн Шупашкарти филиалĕнче ĕçлет. Техника наукисен кандидачĕ. Доцент.
Василий Николаевич
РОМАНОВ 1954 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралнă. Чăваш Патшалăх университетĕнче, Хусан Патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче, Мускаври Африка çĕршывĕсен институчĕн аспирантуринче, Мускаври литература институтĕнче вĕреннĕ. Шупашкарти Наукăпа тĕпчев институтĕнче, Мускаври наци проблемисен институтĕнче, Пушкăрт Республикинчи Стерлитамакри Патшалăх университетĕнче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра – Ульяновскри Патшалăх техника университечĕн профессорĕ. РФ Писательсен тата Журналистсен Союзĕсен членĕ. Филологи наукисен докторĕ. Профессор.
Семен Федорович
САЙКИН 1914 çулта Тури Чаткасра çуралнă. Хусан университетĕнчен, аспирантурăран вĕренсе тухнă. Аслă Отечествăлла вăрçă участникĕ. Хусан Патшалăх университетĕнче халăха вĕрентес ĕç проекторĕ, Оренбургри Патшалăх университечĕн преподавателĕ, Хусан Патшалăх университечĕн Наукăпа тĕпчев институчĕн наука сотрудникĕ, факультет деканĕ пулнă. 1967 çулта пирĕн ентеше тин çеç уçăлнă Чăваш Патшалăх университечĕн ректорĕ пулма çирĕплетнĕ. Çак ĕçре 1981 çулччен пулнă. Чăваш АССР наукăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ. Ун ятне Чăваш АССР Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ. Техника наукисен докторĕ. Профессор.
Рафаил Иршатович
САФИН 1946 çулта Палтиелĕнче çуралнă. Хусан Патшалăх университечĕн механикăпа математика факультетĕнче вĕреннĕ, унтан ăна Новосибирскри наука кадрĕсем хатĕрленекен Патшалăх университетне куçарнă.
Çĕпĕрти Наука центрĕнче ĕçленĕ. Физикăпа математика наукисен кандидачĕ.
Владимир Петрович
ТЕНИШЕВ 1954 çулта Карапай Шăмăршăра çуралнă. 1976 çулта Мускаври физикăпа техника институтĕнчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра Мускав облаçĕнчи Менделеев хулинчи радиопа тĕрĕслев приборĕсен Наукăпа тĕпчев институтĕнче наука сотрудникĕ пулса ĕçлет. Техника наукисен кандидачĕ, пысăк шанăç паракан тĕпчевçĕ.
Владимир Михайлович
ТЕРЕНТЬЕВ 1954 çулта Хĕрлĕ Васан паççулккинче çуралнă. Чăваш Патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Инженер-электрик. Таджик ССРĕнче, Шупашкарти "Водоконал" пĕрлешÿре, ĕçлесе юсанмалли учрежденире, Чăвашэнергопромра ĕçленĕ. 2003 çултанпа – Шупашкарти Атăлçи университечĕн деканĕ. Хальхи вăхăтра М.Р. Федотов ячĕллĕ фонд директорĕ. Философи наукисен кандидачĕ.
Николай Владимирович
УЛЮКИН 1941 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралнă. Тамбов облаçĕнчи Мичуринскри улма-çырла институтне пĕтернĕ, аспирантурăран вĕренсе тухнă. Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕн директорĕ пулнă. Пермьри çут çанталăка сыхлас тĕлĕшпе ĕçлекен наукăпа тĕпчев институтĕнче вăй хунă. Ял хуçалăх наукисен кандидачĕ. 1991 çулта вилнĕ.
Анатолий Ильич
УХТИЯРОВ 1952 çулта Виçпÿрт Шăмăршăра çуралнă. Чăваш патшалăх университетĕнче, Пĕтĕм Союзри юридици институтĕнче, РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей Патшалăх службин аспирантуринче вĕреннĕ. ВЛКСМ обкомĕ çумĕнчи студентсен стройотрячĕсен командирĕн çумĕ, ЧАССР Верховнăй Совет Президиумĕн инструкторĕ, ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн пай заведующийĕ, ЧР Президенчĕн аппарачĕн патшалăхпа право управленийĕн пай начальникĕн çумĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн юридици пайĕн начальникĕ. Хальхи вăхăтра – ЧР Патшалăх Канашĕн аппарачĕн руководителĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ. Юридици наукисен кандидачĕ.