29 июня 2011 г.
ВĂРМАНТИ пĕтĕм сасă пирки каласа пама май çук пулĕ. Кăнтăрла пĕрисене итлетĕн, каçхине – теприсене. Çулла – шăнкăрав пек янăравлисене, хĕлле – хуллен, хăйăлтатсарах тухаканнисене. Мĕн чухлĕ ытларах çÿретĕн вăрманта – çавăн чухлĕ çĕнĕ сасă илтетĕн.
Пĕррехинче карăк хăйĕн туйне мĕнле вĕçсе пынине питĕ итлес килнĕччĕ манăн. Юри тунă пекех – чăрмав! Малтан йывăçсем çинчен шыв тумламĕ тумларĕ, унтан юнашар чăрăш тăрринче куккук чарăнмасăр авăтма тытăнчĕ. Чăрăш тăррийĕ çилпе хумханать, куккук пур пĕр чарăна пĕлмесĕр авăтать. Самант-самантпа, пырне тасатас тенĕ пек, темле хăрăлтаткаласа-мăкăртаткаласа илет, унтан каллех янăравлăн авăтма пуçлать. Хыр вăрманĕ кĕрлесе çеç тăрать.
Куккук вĕçсе кайсан ун вырăнне пилеш кайăкĕ пырса ларчĕ. Вăл шăхăрни каллех пĕтĕм таврана хупларĕ, карăк аякран вĕçсе килнине мар, виç утăм çывăха анса ларнине те илтеймĕн.
Тĕттĕмленсе çитрĕ, анчах халь ĕнтĕ вăрман çийĕн кăрăпчак куçа курăнмасăр вĕçсе çÿреме тытăнчĕ. Хăр-хăр, хăр-хăрр! – сасă парать хăй хушăран. Каллех карăк вĕçсе килнине итлеме чăрмантарать.
Çĕрле ÿхĕ ÿхлетни таçтан аякран илтĕнсе кайрĕ. Сасси унăн пичкерен тухнă пекрех тухать. Ăна хирĕç çав енченех пысăк тăмана сасă парать. Вĕсем пĕр-пĕрне хирĕç çапла сас пани таврара темле вăрттăнлăх туйăмĕ çуратать. Карăк вĕçсе килнине илтейместĕп ĕнтĕ. Çакăншăн тарăхатăп.
Анчах мĕншĕн тарăхрăм-ха; Савăнмалли пулнă: пĕр вырăнта ларсах вăрман сассине мĕн чухлĕ илтрĕм. Пĕр каçрах!