Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воин-интернационалиста халалласа

02 июля 2011 г.

ПУЯНКАССИНЧЕ Афганистан вут-çулăмĕнче çап-çамрăклах вилнĕ Валерий Кузнецов воин-интернационалиста халалласа йăлана кĕнĕ футбол турнирĕ иртрĕ.

Мероприятие кĕске сăмах каласа ял поселенийĕн пуçлăхĕ А.Кузьмин уçрĕ. Аркадий Эмирович Валерий Кузнецов ятне ял халăхĕ асрах тытнине, çамрăксем ун пек паттăр пулма тăрăшнине палăртрĕ.

Пĕтĕм Раççейри "Афганистан ветеранĕсен Раççейри Союзĕ" обществăлла организацин Чăваш Республикинчи пĕрлешĕвĕн представителĕ Н.Зайцев, Афган вăрçин ветеранĕсен районти организацийĕн председателĕ В.Федотов тата ыттисем те çамрăксене Валерий Кузнецовран тĕслĕх илме чĕнсе каларĕç.

Пурте пĕрле Кахăрлă Шăхаль масарĕ çинче пулса Валерий Кузнецовăн вил тăприйĕ çине чечек кăшăлĕ хучĕç.

Футбол турнирне 5 команда хутшăнчĕ. Çивĕч кĕрешÿре "Рунга" команда çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăнта – "Память", виççĕмĕш вырăнта "Хамăр ял" командăсем. "Рунга" командăна Валерий Кузнецовăн амăшĕ Мария Васильевна асăну Кубокне пачĕ. Чи лайăх командăсемпе футболистсене Грамотăпа тата парнепе чысларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика