02 июля 2011 г.
ИЮНĔН 28-мĕшĕнче 13 сехетре ятарлă автомашинăпа Санкт-Петербургран В.Н. Никифоров генерал-майора Шăмăршăри Карл Маркс урамĕнчи хăй çуралнă çурта илсе килчĕç. Часах унăн хĕрĕпе ывăлĕ те – Татьянăпа Вячеслав – килсе çитрĕç.
14 сехетре, ЧР шалти ĕçсен министерствин оркестрĕ хурлăхлă кĕвĕ каланă май, Шăмăршă çĕрĕн мухтавлă ывăлĕн, пултаруллă çар начальникĕн В.Н. Никифоровăн тупăкне тата чечек кашăлĕсене йăтса, ăна пытарма пуçтарăннисем хуллен Уруков урамĕпе утрĕç, кайран Космовский урамне пăрăнчĕç.
Шăмăршă масарĕ çинчи хурлăхлă митинга генералăн воспитанникĕ, хальхи вăхăтра Мускавра службăра тăракан П.И.Алексеев полковник уçрĕ. Вăл пухăннисене Василий Николаевичăн пурнăçĕ, служба кун-çулĕ çинчен каласа пачĕ, генерал ырă кăмăллă та тимлĕ çын пулнине асăнчĕ. Ун хыççăн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев сăмах илчĕ, В.Н. Никифоров генерал пурнăçран уйрăлса кайни пĕтĕм районшăн пысăк хурлăх пулса тăнине, Василий Николаевич пирĕн районăн тата Тăван çĕр-шывăн Хĕçпăшаллă вăйĕсен чăн-чăн патриочĕ пулнине палăртрĕ. Малалла вара Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Патăрьелпе Шăмăршă районĕсен пай начальникĕ В.В. Ляшенко, генералăн воспитанникĕсем – запасри аслă офицерсем М.И. Соргин, В.Ф. Петров, Никишино ялĕнче çуралса ÿснĕ А.В. Коновалов фронтовик тухса калаçрĕç, Василий Николаевичăн ырă ячĕ район çыннисен асĕнче ĕмĕрлĕхе юлассине асăнчĕç.
Автоматсенчен персе сывпуллашу салютне панă хыççăн В.Н. Никифоровăн тупăкне шăтăка антарчĕç...
Йывăр тăпрăр мамăк пекех çăмăл пултăр, генерал юлташ.