02 июля 2011 г.
РЕСПУБЛИКА кунне уявланă кунсенче Шупашкарта регионсем хушшинчи "Регионсем – пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесси" XVIII курав иртнĕ, унта Раççейри 28 регион тата чикĕ леш енчи 10 çĕр-шыв представителĕ хутшăннă. Федерацин 13 субъекчĕ – пĕтĕмпе 300-е яхăн экспонент – хăйсен экспозицийĕсене тăратнă.
Çак выставкăна Шăмăршă районĕ те информаци тĕлĕшĕнчен пуян стендпа хутшăннă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев делегацисене районта инвестици проекчĕсем мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе (сĕт-çу фермисене реконструкцилени тата çĕнĕ техникăпа пуянлатни, ăратлă выльăхсем туянни; Шăмăршă водохранилищине туни; Шăмăршăра 90 вырăнлă ача сачĕ уçма çурта реконструкцилени тата ытти те) паллаштарнă. "Чăваш вăрманĕ" наци паркĕ экологи туризмне аталантарас тĕлĕшпе хатĕрленĕ экспозицисене те куракансем пысăк хак панă.