02 июля 2011 г.
ÇУМĂР тăтăш çунăран кăçал нумай çул ÿсекен курăксем çÿллĕ çитĕнчĕç. Халĕ пĕр тĕллев: вĕсене вăхăтра çуласси, уяр çанталăкпа усă курса ытлă-çитлĕ утă хатĕрлесе хăварасси.
Кăçал утă хатĕрлеме Сергей Харитонов механизатора шантăмăр. Нумай çул ÿсекен курăксем 200 гектар пулсан, вăл çуррине çулма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Çакă савăнтарать: косилка хыççăн самай хулăн паккуссем тăсăлаççĕ.
Хĕвел те хресченшĕн ĕçлет темелле: вăркăш çилпе курăк хăвăрт типет. Утта пресласа пыратпăр. Ку ĕçе Владимир Борзов пурнăçлать.
Выльăхсене утă çеç мар, сĕтеклĕ апат та кирлĕ. Çакна шута илсе кăçал сенаж та хатĕрлесе хăварас тетпĕр.