Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ешереç илемлĕн çимĕçсем

02 июля 2011 г.

Эпир Шăмăршă вăтам шкулĕн сăнав участокне пынă вăхăтра 5 "Б" класри арçын ачасемпе хĕрачасем, хăйсен руководителĕ А.С. Яковлева ертсе пынипе, кишĕр йăранĕсене çум курăкран тасататчĕç.

– 5-9 классенче вĕренекенсем валли шкулта график туса хатĕрленĕ, – пуçларĕ калаçăва Алина Семеновна. – Кашни класăн 10-шар кун ĕçлемелле участокра. Класри кашни ача хăйне çирĕплетнĕ задание туллин пурнăçлама тăрăшать.

Ачасем пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл калаçса ĕçлени, вĕсен питĕнче йăл-кулă çиçни, ĕçе тĕплĕн пурнăçлани кăмăла çĕклерĕ. Кишĕр пĕр тикĕс шăтнă, йăранĕсем – тикĕс те таса. Кăштах канса илнĕ вăхăтра ачасемпе калаçу пуçартăмăр.

Оксана Семенова:

– Пире участокра ĕçлеме питĕ килĕшет. Ывăнсан кăштах канса та илетпĕр. Юлашки вăхăтра çанталăк йĕркеленсе кайни, хĕвеллĕ çанталăк тăни савăнтарать. Ара, çуллахи каникул кунĕсем уяр çанталăкпа тата илемлĕрех туйăнаççĕ-çке-ха.

Анастасия Ларионова:

– Каникул хаваслă иртсе пырать. Кунта ĕçлеме кăмăлласах çÿретпĕр. Пĕр уйăх хушшинче пĕр-пĕриншĕн тунсăхлама та пуçланăччĕ ĕнтĕ. Каникул мĕнлерех иртсе пыни пирки пĕр-пĕрне каласа паратпăр. Шкула кайма тетрадьсем, сăрăсемпе кăранташсем, ручкăсем тата дневник туянтăмăр ĕнтĕ.

Каннă хыççăн ачасем каллех ĕçе пуçăнчĕç. Малалла вара шкулăн сăнав участокĕн заведующийĕпе М.А. Шамеевапа калаçрăмăр.

– Участокра тĕрлĕ пахча çимĕç çитĕнтернисĕр пуçне, шкул йĕри-таврашĕн илемĕшĕн те тăрăшатпăр, – терĕ Марина Анатольевна.

Малалла вара чечексен клумбисене пăхса çаврăнтăмăр. М.А.Шамеева, Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетне пĕтернĕскер, сăнавлă участокри ĕçсене те творчествăлла туртăмпа, пысăк тăрăшулăхпа йĕркелесе пыни сисĕнчĕ. Акă клумбăсем умĕнче шурă акăшсем çуначĕсене сарса вĕçнине сăнлакан чечексем ешереççĕ. Клумбăсем вара шыв хумĕсене аса илтереççĕ. Каярахпа, чечексем тĕрлĕ тĕспе çиçекен çеçкисене çурсан, спорт зал корпусĕн таврашĕ юмах тĕнчине аса илтерĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика