Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эх, хаваслă лагерьте!

02 июля 2011 г.

ШĂМĂРШĂ вăтам шкулĕн таврашĕнче ачасем ирех пĕр-пĕринпе хаваслăн калаçни, ахăлтатса кулни таçтанах илтĕнчĕ. Вĕсем часах шăпланчĕç – сывлăха çирĕплетекен лагерьте канакан ачасем 9 сехетре шкул умĕнче линейкăна йĕркеленсе тăчĕç. Ачасем Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Патшалăх Гимнĕсен пĕрер куплетне мăнаçлăн шăрантарнă хыççăн лагерь начальникĕ Ю.В. Яковлева паянхи кун йĕркипе паллаштарчĕ, отрядсен воспитателĕсемпе педагогсене кĕске хушусем пачĕ.

Спорт кунĕ пулнă май, часах отрядсем В.В.Воробьев физрук йĕркелесе пынипе, стадионта пĕр-пĕринпе футболла выляса ăмăртма пуçларĕç. Лагерь начальникне ачасен канăвне мĕнлерех йĕркелесе пыни пирки каласа пама ыйтрăм.

– Лагерьте пурĕ 77 ача канать, – пуçларĕ калаçăва Юлия Васильевна. – 1-8 классенче вĕренекен çак ачасене 4 отряда пайланă. Кашни отрядпа икшер воспитатель ĕçлет. Кунсăр пуçне отрядсемпе кашниех хăйĕн профилĕпе ĕçлесе пырать. Пĕрремĕш отряд ("Динамит") – пушарпа спорт, иккĕмĕш отряд ("Муравейник") – экологи, виççĕмĕш отряд ("Ассорти") – творчество, тăваттăмĕш отряд ("Паприка") – акăлчан чĕлхин профилĕсемпе.

Кашни кун физкультура упражненийĕсенчен тата чупуран пуçланнине палăртрĕ Ю.В. Яковлева. Профильлĕ занятисем иртнĕ хыççăн лагерьти пĕтĕмĕшле мероприятисене йĕркелеççĕ. Ачасем кунне виçĕ хутчен апатланаççĕ. Светлана Русакова аслă повар, Тамара Кудряшовапа Татьяна Филиппова поварсем апата яланах тутлă пĕçерсе хатĕрленине палăртрĕç педагогсемпе ачасем.

Лагерьти пурнăç ачасемшĕн интереслĕ те тулли ирттĕр тесе, воспитательсемпе педагогсем çине тăрса ĕçлени тÿрех сисĕнчĕ. Ачасем, каннисĕр пуçне, туслăха упрама, сывă пурнăç йĕркине тĕпе хума, пурнăç хăрушсăрлăхĕн йĕркисене вĕренеççĕ, патриотла туйăма вăйлатаççĕ,творчествăлла пултарулăха аталантараççĕ.

Ачасемпе хăйсемпе те калаçрăм. Вĕсем пурте лагерь пурнăçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика