Редакция Шемуршинской районной газетыОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ылтăн, кĕмĕл медальсем...

02 июля 2011 г.

Район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕнче çак кунсенче 2010-2011 çулсенчи вĕренÿ çулĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Районти шкулсенче 221 яшпа хĕр 9 класс пĕтернине ĕнентерекен аттестат илнĕ. Вĕсенчен 15-шĕ вĕренĕве "5" паллăсемпе вĕçленĕ.

Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестатлă çамрăксем – 123-ĕн. Вĕсенчен 7-шĕ – ылтăн, 6-шĕ кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Шăмăршă вăтам шкулĕнчи Юлиана Ендиерова, Юлия Шигаревапа Александр Сидоров, Карапай Шăмăршăри Ольга Елисеева, Палтиел вăтам шкулĕнчи Елена Матвеевапа Юлия Крылова, Пăчăрлă Пашьел шкулĕнчи Ирина Матвеева ылтăн медальсем илнĕ. Анатолий Цыганов (Шăмăршă вăтам шкулĕ), Ирина Лаврентьева (Карапай Шăмăршă шкулĕ), Оксана Маркова, Анастасия Ермолаева, Алена Тимошкинапа Марина Улюкина (Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕ) кĕмĕл медальсем илме тивĕçлĕ пулнă.

Хальхи вăхăтра районти выпускниксем аслă тата ятарлă вăтам вĕренÿ заведенийĕсене, профессипе техника училищисене кĕме тивĕçлĕ документсем хатĕрлеççĕ.

Аслă, профессилле вăтам тата профессилле пуçламăш пĕлÿ илме ĕмĕтленекен çамрăксене пурне те ăнăçу, такăр çул сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика